Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пушара чараймасман та, пурнăçа çăлаять

Пӳртсене вырнаçтарнă извещательсем хăйсен кирлӗлӗхне кăтартма та ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ: çак приборсем пулăшнипе юлашки 3 çул хушшинче 75 çынна вилӗмрен хăтарнă

Çулталăк пуçланнăранпа Тутарстанра пушарсен шучӗ 3,3 процента чакнă. Çулăма пула вилнисен шучӗ те чакса пырать. Çакăн çинчен Правительство çуртӗнчи брифингра ТР МЧС Тӗп управленийӗн начальникӗ Рафис Хабибуллин пӗлтернӗ журналистсене. 
Спикер сăмахӗпе, хӗл çитсессӗн çулсерен пушар теми çивӗчленсе пырать. Чылай чухне çуннă тӗслӗхсем халăх хушшинче пысăк шав çӗклеççӗ. Çав вăхăтра республикăра пушарсен шучӗ çулсерен чакса пырать. 
«Пӗтӗмӗшле илсен, юлашки 5 çул хушшинче пушарсен шучӗ Тутарстанра 6% чакнă, вӗсенче çунса вилнӗ çынсен шучӗ 11,8 процента сахалланнă», – тесе палăртнă Рафис Хабибуллин. 
Пушар профилактикин чи шанчăклă мелӗ – килсенче автономлă пушар хыпарлавçисене вырнаçтарни. Извещательсем сутлăхра пур, ăна эксплуатациленӗ çӗрте кăткăс требованисем çук. Вӗсем пӳлӗмре тӗтӗм тухсан вăйлă сирена сасси кăларма тытăнаççӗ.  Çакă çынсене вăхăтлă систерет, вӗсем пӳртрен тухса ӗлкӗрееççӗ.  
«Автономлă пушар хыпарлавçисем пирки пирӗн пуçарăва ТР Президенчӗ Рустам Минниханов тӗрев пачӗ. Çак тӗллевсем валли 20 ытла миллион тенкӗ уйăрнă, республикăри 20,0 пин кил хуçалăхне 74,8 пин автономлă пушар хыпарлавçи вырнаçтарнă», – тесе пӗлтернӗ журналистсене Хабибуллин. 
МЧС ертӳçин сăмахӗсемпе, пӳртсене вырнаçтарнă извещательсем хăйсен кирлӗлӗхне кăтартма та ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ: çак приборсем пулăшнипе юлашки 3 çул хушшинче 75 çынна вилӗмрен хăтарнă, çав шутра 35 ачана. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев