Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пушкăртстанра пурăннă Александр Савельев-Сас «Сувара» 2021 çулăн 2-мӗш çур çулне çырăннă пулнă

– Кулленхи пурнăçра атте питӗ лăпкă, ырă çынччӗ, тавлашма, хирӗçме пӗрре те юратмастчӗ. Пур çынпа та – пысăк пуçлăх-и вăл, кӗтӳç-и, ача-и – хисеплесе калаçатчӗ. Хăйӗн ӗçне те, ыттисенне те хака хуратчӗ. «Ӗçлемесен çын пăсăлать», – тетчӗ. Атте алă усса ларнине нихăçан та курман эпӗ. Унпа пӗрле утă çулма, пулла çӳреме юрататтăм. Ытти нумай ват çын пекех, атте те чӳречерен пăхса ларма кăмăллатчӗ. Шкула каякан-килекен ачасем, иртен-çӳрен ял-йыш ăна пурте алă сулса сывлăх сунатчӗç. «Çак урампа яланах чăвашла калаçса çӳрекенсем пулччăр», – тетчӗ атте. Чăваш чӗлхипе культури ӗмӗр-ӗмӗр сыхланса юлса аталанасса шанатчӗ. «Сувар» хаçата питӗ юрататчӗ вăл. «Ку хаçатра мӗн çинчен кăна çырмаççӗ – йăлтах виçеллӗ, йӗркеллӗ, тӗрӗс, çивӗч темăсене те пӗрмай хускатаççӗ. Аван аталанса пырать ку хаçат», – тетчӗ. Унччен эпир яла кайнă чух «Сувар» номерӗсене илсе кайса параттăмăр, юлашки вăхăтра хăй çырăнса илсе вулатчӗ, – терӗ Елена Александровна.

Июнь уйăхӗнче чăваш литература тӗнчи питӗ талантлă, пур енчен те пултаруллă çыравçа, поэта, публициста, педагога А.С.Савельев-Саса çухатрӗ. Александр Сергеевичăн хайлавӗсем тăтăшах Шупашкарта тухса тăракан пичет кăларăмӗсенче те, Тутарстанпа Ульяновск облаçӗнчи хаçат-журналсенче те, хăйшӗн тăван Пушкăртстанри массăллă хыпар хатӗрӗсенче те пичетленсех пычӗç. Çын вăл çырма хăнăхнă-тăк, çак ӗçсӗр пурăнаймасть. Чунра пуррине çынсемпе пайлас килетех.

Кунсăр пуçне Александр Сергеевича чăваш хаçачӗсемпе журналӗсем еплерех аталанни, мӗн çинчен çырни яланах кăсăклантарнă. Чăваш чӗлхине ачаран юратса, сума суса пурăннăскер, ăна аталантарма хăй те вăй çитнӗ таран тӳпе хывма, кӗнеке хыççăн кӗнеке кăларма тăрăшнă. Ӗмӗрӗпех ялта пурăнни пӗрре те чăрмантарман ăна 20 кӗнеке кун çути кăтартма. «Автан çиетпӗр арăмпа» (1973), «Кам пысăкрах» (1975), «Ялти сукмаксем» (1981), «Чӗн йӗвен» (1987), «Кашкăр сукмакӗ» (1987), «Шăнкăравлă пӗкӗ» (1992), «Хӗвеле пуç тайса» (2007), «Чуппа» (2008), «Кучченеç» (2009), «Салтак сăмахӗ» (2010), «Пӗр каçлăх арăм» (2012), «Улăхри юрă» (2013), «Симӗс шăлавар» (2014), «Нештатная жена» (2015), «Тăван кил, тăван ял» (2016), «Сурпанлă сурăх» (2017, 2018), «Разговор с кукушкой» (2018), «Çула тухатăп» (2019), «Куççульлӗ çăкăр» (2019) – акă Александр Савельев-Сасăн кӗнекисем. Çакăн чухлӗ паха кӗнеке кăларма пӗрре те çăмăл мар, ырми-канми ӗçлемелле. Юламан чăвашӗ вара вӗлле хурчӗ пекех ӗçчен пулни унăн ӗçӗсенченех курăнать.
Çак кунсенче «Сувар» хаçат редакцине А.Савельев-Сасăн хӗрӗпе Еленăпа кӗрӳшӗ Александр килчӗç. Пӗсем пӗр коробка туллиех Александр Сергеевичăн юлашки темиçе çул хушшинче тухнă кӗнекисене редакци валли илсе килнӗ. Мӗнле пысăк парне! Эпир, «Суварта» ӗçлекенсем, Пушкăртстанра пурăннă пултаруллă ӗçтешӗмӗрӗн творчествине яланах пысăка хурса хаклаканскерсем, чун-чӗререн савăнтăмăр! Çакăн чухлӗ паха кӗнеке! Калама кăна вӗт. Халӗ Александр Савельев-Сасăн интереслӗ кӗнекисене хамăрăн вулакансем патне те çитерме пулать. Малашне хаçата çырăнакансен хушшинче ирттерекен акцие е ытти конкурссене пӗтӗмлетнӗ чух çак кӗнекесене парне пама усă курăпăр.
Эпир А.Савельев-Саса пысăк талантлă, тăван чӗлхемӗре чунтан юратакан, хисеплекен çын пек пӗлетпӗр. Мӗнлерех çын пулнă-ши вăл кулленхи пурнăçра, çемьере? Çак ыйтăва хӗрне Еленăна патăмăр.
– Кулленхи пурнăçра атте питӗ лăпкă, ырă çынччӗ, тавлашма, хирӗçме пӗрре те юратмастчӗ. Пур çынпа та – пысăк пуçлăх-и вăл, кӗтӳç-и, ача-и – хисеплесе калаçатчӗ. Хăйӗн ӗçне те, ыттисенне те хака хуратчӗ. «Ӗçлемесен çын пăсăлать», – тетчӗ. Атте алă усса ларнине нихăçан та курман эпӗ. Унпа пӗрле утă çулма, пулла çӳреме юрататтăм. Ытти нумай ват çын пекех, атте те чӳречерен пăхса ларма кăмăллатчӗ. Шкула каякан-килекен ачасем, иртен-çӳрен ял-йыш ăна пурте алă сулса сывлăх сунатчӗç. «Çак урампа яланах чăвашла калаçса çӳрекенсем пулччăр», – тетчӗ атте. Чăваш чӗлхипе культури ӗмӗр-ӗмӗр сыхланса юлса аталанасса шанатчӗ. «Сувар» хаçата питӗ юрататчӗ вăл. «Ку хаçатра мӗн çинчен кăна çырмаççӗ – йăлтах виçеллӗ, йӗркеллӗ, тӗрӗс, çивӗч темăсене те пӗрмай хускатаççӗ. Аван аталанса пырать ку хаçат», – тетчӗ. Унччен эпир яла кайнă чух «Сувар» номерӗсене илсе кайса параттăмăр, юлашки вăхăтра хăй çырăнса илсе вулатчӗ, – терӗ Елена Александровна.
Çак эрне пуçламăшӗнче редакцие Раççей Почти «Сувар» хаçата Тутарстан тулашӗнче пурăнакансем ăçта-ăçта çырăннин даннăйӗсене ярса пачӗ. Пушкăртстанри Толбаза Почтамчӗ урлă пӗр çын çырăнни паллă. «Лена, «Сувара» аçу çырăннă-и?» – тесе ыйтрăмăр Савельев-Сас хӗрӗнчен. «Атте», – терӗ вăл. Çак сăмахсене илтсен куççуль тухрӗ.  Хаçатăмăрăн аслă çулсенчи шанчăклă тусӗсене çухатма çав тери йывăр...
– Атте вилсен пурнăçăн тепӗр тытăмӗ вӗçленчӗ пирӗншӗн, тепӗр çутă çăлтăр сӳнчӗ, – тет Елена Александровна, вунă çул каялла амăшне, кăçал ашшӗне çухатнăскер. – Майпа усă курса «Сувар» хаçатра ӗçлекенсене атте вилсен пирӗнпе пӗрле чунтан хурланнăшăн чӗререн тав тăватпăр. Эсир питӗ ырă та вырăнлă сăмахсем тупма пӗлетӗр çакăн пек чух...
Эпир те Еленăпа унăн мăшăрне Александр Сергеевичăн кӗнекисене редакцие хисеплесе парнеленӗшӗн чӗререн тав тăватпăр.
Автор тата Е.Савельева
сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: писатель