Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пушкăртстанри чăваш эстрада ансамблӗ юбилейне паллă тунă

Çтерлĕри патшалăх театрпа концерт пĕрлешĕвĕнче «Сарпи» эстрадăпа фольклор коллективĕн 20 çулхи юбилейне халалласа «Мĕнпур юрăсем тата кулăсем сирĕн валли» уяв каçĕ иртрĕ.

Çак чаплă мероприятине Çтерлĕ хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Михаил Григорьев‚ Çтерлĕри культура пайĕн ертÿçи Зуфар Зинатуллин‚ Çтерлĕри патшалăх театрпа концерт пĕрлешĕвĕн директорĕ Харис Абдрахимов‚ филармонийĕн илемлĕх ертÿçи Лира Файзуллина‚ хулара пурăнакансемпе унăн хăнисем килсе çитрĕç.

Юбилей каçĕнче «Сарпи» ансамбль солисткисем Олеся Пескова‚ Елена Федорова‚ Анна Данилова‚ Татьяна Чехмаева‚ Любовь Федорова тата Наталия Спиридонова Çтерлĕ хула администраци пуçлăхĕн‚ вырăнти культура пайĕн тата Çтерлĕри патшалăх театрпа концерт пĕрлешĕвĕн Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене илме тивĕçрĕç.
Мероприяти тăршшĕпех ансамбль пайташĕсем сцена çинче чăваш эстрада тата халăх юррисене шăрантарчĕç. ПР тава тивĕçлĕ артисткин Елена Федорован кăсăк калавĕсем вара куракансен кăмăлне çĕклерĕç. Çавăн пекех залра ларакансене ПР халăх артисчĕ Альберт Шагиев‚ филармони солисчĕсем Айгиз Уелдановпа Екатерина Емельянова‚ Ташă театрĕ тата вырăс халăх инструменчĕсен оркестрĕ хăйсен илемлĕ юрри-ташшисемпе хавхалантарчĕç. Сцена çине тухнă артистсем куракансене чăваш халăхĕн пуян еткерлĕхĕпе‚ йăли-йĕркисемпе паллаштарма тăрăшрĕç.

Уяв каçне чăвашлăх сĕмĕ кĕртекенсем хамăр халăхран тухнă хăнасемех пулчĕç. Чăн малтан «Сарпи» хастарĕсене тата залра ларакансене Ĕпхӳри чăваш хĕрарăмĕсен «Салампи» пĕрлĕхĕн ертӳçи Ирина Сухарева истори наукисен докторĕ саламларĕ, 20 çул тултарнă ансамбле ПР чăвашсен Канашĕн Хисеп хучĕпе, Харис Абдрахимовпа Лира Файзуллинана Чăваш наци конгресĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Пушкăртстанри чăваш культура обществи ятĕнчен ăшă та хумхантаракан салам сăмахĕсене Çтерлĕ хулинчи общество председателĕ Ольга Иванова илсе çитерчĕ, ансамбль хастарĕсене Хисеп хучĕсем парса хавхалантарчĕ. Çавăн пекех юбилярсене Çтерлĕри чăваш наципе культура автономи ертӳçи тата унăн çумĕ Оксана Бабиковапа Оксана Федорова, асăннă организацин пресс-служба ертӳçи Людмила Маркина, «Шуратăл» литпĕрлешӳ председателĕн çумĕ Геннадий Челпир çыравçă, Авăркас районĕнчи чăвашсен ятĕнчен ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Юрий Леонтьев, Пелепей тăрăхĕнчи чăваш наципе культура автономин пуçлăхĕ Владимир Яковлев, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов саламларĕç, пултарулăх ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнӳсем тума, малашне те пире, куракансене, хăйсен çепĕç юрисемпе тата кăмăллă ташшисемпе савăнтарма сунчĕç.
Уяв каçĕнчи тепĕр сумлă хăна çинче те чарăнса тăрас килет. Вăл - Çтерлĕре пурăнакан 86 çулхи М.И. Трубина (Александрова). Мария Ивановна Авăркас районĕнчи Таштамак ялĕнче çуралса ӳснĕ, унăн хула пурнăçне кăшт каярах хăнăхма тӳр килнĕ. Çулĕсене пăхмасăр шанчăклă кӳрши пулăшнипе кинемей культура керменне килсе çитнĕ, залри пĕрремĕш ретре ларса, хал çитнĕ таран алă çупса, сцена çинчи артистсене хавхалантарчĕ.
- Юрра-ташша эпĕ ачаранах килĕштернĕ. Чун апачĕсĕр пурăнаймастăп, - терĕ вăл манпа калаçнă май.
Ансамбль юбилейĕ ăна йĕркелесе яракансемшĕн те‚ аталантаракансемшĕн тата коллектива ура çине тăратакансемшĕн те‚ чăваш культурине юратакансемшĕн те пысăк уява çаврăнчĕ. Çавăнпа та кану каçĕнче уява ертсе пыракан Елена Федорова программăна вĕçленĕ май «Эпир - чи телейлĕ çынсем» тенипе пĕтĕмпех килĕшмелле. Çак сăмахсем çумне хушса çапла калас килет: «Йышпа пĕрле чухне».
Юрий СНЕГОПАД. Çтерлĕ хули.

«Урал сасси» хаçатран

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев