Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пушкăртстанри Сураман ялĕнче паллă мар çынсем акăшсене персе пăрахнă

Этемӗн анкине пӗлсе пӗтерме çук. Илеме аркатма çуралнă тейӗн хăшӗсене. Нумай пулмасть кăна Оренбург облаçӗнчи Гай хулине Пушкăртстанран вӗренме килнӗ виçӗ хӗрачана сӗрсе пăрахнă пӗр хураха ярса тытни çинчен пӗлтӗмӗр. Ирсӗрлӗх тӗрмере те юсанмасть пулмалла. Кунта та, шанчăклă юрату символӗсене пӗр шелсӗр тӗп тунă.

Илемлĕ акăшсем кăçалхи çуркунне Учалă районӗнчи пысăк мар кӳлĕ çывăхĕнче йăва çавăрнă‚ пилĕк чĕпĕ кăларнă, тесе пӗлтерет «Урал сасси» хаçат. Çу кунĕсем хушшинче чĕпĕсем ӳссе çитĕннĕ. Вырăнти халăх кайăксене алла вĕрентнĕ‚ апатпа хăналанă. Çапла акăшсем çынсене шанса пĕр хăрамасăр вĕсем патне ишсе пынă. Кĕр кунĕсем çитнĕ май кайăксем кăнтăр енне вĕçсе кайма хатĕрленнĕ. Анчах çын аллине хăнăхни вӗсене инкек патне илсе çитернӗ...

Этемӗн анкине пӗлсе пӗтерме çук. Илеме аркатма çуралнă тейӗн хăшӗсене. Нумай пулмасть кăна Оренбург облаçӗнчи Гай хулине Пушкăртстанран вӗренме килнӗ виçӗ хӗрачана сӗрсе пăрахнă пӗр хураха ярса тытни çинчен пӗлтӗмӗр. Ирсӗрлӗх тӗрмере те юсанмасть пулмалла. Кунта та, шанчăклă юрату символӗсене пӗр шелсӗр тӗп тунă.

Вырăнти халăх пĕлтернĕ тăрăх‚ сентябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче‚ каçхине‚ кӳлӗ хĕррине паллă мар çынсем ChevroIet Niva автомобильпе пырса чарăннă. Акăшсем хальхинче те пĕр хăрамасăр çыран хĕррине ишсе пынă. Анчах арçынсем ним шутласа тăмасăр вĕсене пăшалтан пенĕ. Çынсем мĕн сăлтавпа çакăн пек хăтланни паллă мар. Вĕсем кайăксене хăйсемпе илсе кайман.

Вырăнти çынсем пăшал сассине илтсен кӳлӗ патне чупса килнĕ. Пилĕк акăш (ашшĕ-амăшĕ тата виçĕ чĕппи) çавăнтах вилнĕ. Иккĕшĕ сывă юлнă‚ анчах та йывăр суранланнине пула çĕрле вĕсем вилнĕ тесе пĕлтернĕ кӳршĕ ялта пурăнакан арçын.

Астутаратпăр‚ акăшсем Раççейре чи пысăк тата сайра хутра тĕл пулакан кайăксем шутланаççĕ.  Вĕсене Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ. Браконьерсене тытсан пысăк яваплăх кӗтет. Пурнăç вӗсене тата хытăрах явап тыттарать: акăша вӗлерекен телейне çухатать.  

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев