Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Христофоров тенорӗ "Урал сассине" вӑйлатрӗ

Чӑваш Республикинче Пичет кунне уявланӑ чухне малтанхи ҫулсенче тулашра тухса тӑракан хаҫатсен ячӗсене асӑнатчӗҫ-ха, халӗ ӑна та тумаҫҫӗ.

Пушкӑртстанри чӑваш хаҫатне саламлама Ульяновск облаҫӗнчи, Тутарстанри журналистсемпе общество деятелӗсен делегацийӗсем килсе ҫитрӗҫ. Кӳршӗ республикӑра чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан районсен представителӗсем йышлӑччӗ уяв каҫӗнче. Юбилярсене саламлама Ӗпхӳрен ПР Журналистсен союзӗн председателӗ, республикӑри пичет ведомствин ертӳҫисем персе ҫитнӗ. Шупашкарти хаҫат-журнал чиновникӗсем ҫеҫ саламлӑ ҫыру ярса ҫырлахнӑ. Пелепее яма ҫын тупӑнман. Ҫынни тупӑнннӑ-тӑк транспорчӗ пулман. Кӗскен каласан, инҫе ҫула кӗскетененсем пулмарӗҫ Чӑваш Республикин тӗп хулинчен. 

Ҫакӑ регионсем хушшинчи ҫыхӑнусене пичет министерстви формализм шайӗнче кӑна тытса пынине пӗлтермест-ши? Ӗлӗкрех унта чӑвашла пичет кӑларӑмӗсемпе ӗҫлекен уйрӑм пурччӗ. Мӗн, оптимизаци хайчи ӑна та (Пушкӑртстан чӑвашӗсем каларӑш) киметрӗ-им? 

Ак, шутласа пӑхӑр-ха, Пушкӑрт пуҫлӑхӗсем килсе ларнӑ, чӑвашӑн ҫук. Пушкӑртсем вӗт начар шутлама пултараҫҫӗ кун пек, вырӑсла каласан, отношенирен: ют регионта 30 ҫул (!) тухса тӑракан "Урал сассин", чӑвашсене чӑмӑртас ӗҫӗ Шупашкаршӑн пӗлтерӗшлӗ мар. Хамӑрӑн тӗп республикӑран тухмалла мар-и-ха наци политики? Ҫитес ҫул вӗт халӑх ҫыравӗ пулать. Халӑхпа тата халӑхшӑн ӗҫлекен организацисене хисеп тумасан, кама тата мӗне шанса пурӑнмалла? Ҫынсен тӑван халӑх туйӑмне, тӑван чӗлхе туртӑмне ӳстерекен, нацисем хушшинчи туслӑха ҫиӗплетекен хаҫатсен ӗҫӗ чиновниксен куҫӗ умӗнче чи малта пулмалла пек. Мӗншӗн тесен вӗсем чӑвашлӑх никӗсне тытса тӑракан юпасем. 

Чӑваш халӑх артисчӗ Вячеслав Христофоров ҫеҫ ӳркенмест Пушкӑртстан ял-хулисем тӑрӑх юрӑ культурине сарса ҫӳреме. 

Юбилея ҫак артистпа пӗрле килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗ илем кӗртрӗ. Малтан аппаратури ӗҫлесе кайманнипе ик-виҫ юрра купӑс каласа кӑна юрларӗҫ шупашкарсем. Кайран Слакпуҫра илтӗнмелле "Урал Паттӑр" культура керменне вӑйлӑ сассисемпе кӗрӗслеттерчӗҫ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев