Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПУШКĂРТСЕМ

Паян эпир сирӗнпе Тутарстанăн çывăх кӳршипе – Пушкăртстанпа – паллашăпăр. Тӗрӗсрех каласан, унта пурăнакан тӗп халăхпа – пушкăртсемпе

Халăх ячӗ ăçтан пулса кайнине, мӗне пӗлтернине тӗрлӗ çӗрте тӗрлӗ ăнлантараççӗ, анчах «тӗп кашкăр» тени тӗрӗс­рех пек туйăнать тӗпчевçӗсене. Тӗрӗссипе тӗрӗк халăхӗсен хушшинче хăйсене кашкăртан пулса кайнă текенсем тата та пур.

Чăвашсемпе тутарсем пекех пушкăрт­сем те тӗрӗк чӗлхин ушкăнне кӗреççӗ. 2010 çулхи çыравпа Раççейре пушкăрт­сем çын шучӗпе 1584554, тăваттăмӗш вырăн (вырăссем, тутарсем, украинецсем хыççăн) йышăнаççӗ.

Пушкăртсем паянхи кун ислам тӗнне тытса пурăнаççӗ, вӗсен культури тымарӗпе аваллăхран пырать. Нумай вăхăт вырăнтан вырăна куçса пурăннă хыççăн яланлăха Урал тăвӗсем патне чарăннă вӗсем. Çаранӗсем, вăрманӗсем те çителӗклех унта. Çавăнпа ӗлӗкрен кам мӗн ӗçпе пурăннине кура пайланă территорие – тӗве тытакансем çеçенхирсенче пурăннă, ытти выльăх усракансем сăртлă вырăнсене суйласа илнӗ. Сунарçăсем, паллах, вăрмансене кăмăлланă. 

Пушкăртсен уявӗсем пуян. Вӗсенчен ытларахăшӗ çуркунне тата çулла иртет. Çуркунне пуçланнине кураксем вӗçсе килнипе палăртнă. Инçет çулçӳреврен таврăннă кайăксене ятарлă пăтăпа сăйланă, алăран тытăнса утса юрланă, çӗре пулăхлă тума ыйтса кӗлтунă. 

Çур аки вӗçленсен Сабантуй ирттернӗ. Малтанах Сабантуйăн тӗп йăли акнă вăрлăхран пуян тырпул ӳстерсе  пама турăсенчен ыйтасси пулнă. Халӗ пӗр-пӗринпе ăмăртаççӗ, кӗрешеççӗ – тутарсем Сабантуйра, чăвашсем Акатуйра иртекен ытти вăйăсене пушкăртсем те ирттереççӗ. Çӗнтерӳçӗсене чысласан апатланнă. Сабантуйăн тӗп апачӗ бишбармак – аш ярса пӗçернӗ лапша яшки.  

Халăх юмахӗсем фольклорта пысăк вырăн йышăнаççӗ. Вӗсенче чӗрчунсем, шыв-шур, кил-çурт хураллакан сыв­лăшсем пур. Юптарусем те анлă сарăлнă халăхра. Пушкăрт фольклорӗнче çутçанталăк тӗнне ӗненнӗ вăхăтран пыракан юмах-халапсем, юрă-кӗвӗсем те пур, ислам тӗнӗнчен килекен йăласем те аталаннă.  

Ӗçме-çиме енчен илсен пушкăрт кухнине ансат теме пулать, анчах тутă тытать. Пушкăрт сӗтелӗ çинче сысна ашӗнчен хатӗрленӗ апат кураймăн. Çакна халăх ислам тӗнне йышăннипе те ăнлантараймăн, ку тӗнччен тахçан малтанах сысна ашне çимен вӗсем. Тен, вӗсен тăрăхӗнче хир сыснисем пулманнипе çапла? Така, ут, ӗне ашӗпе апат хатӗрлеççӗ. Лаша какайӗнчен казы текен кăлпасси хатӗрлесе уйранпа çиес­си йăлара пулнă. Пушкăртсем вырăнтан вырăна куçса çӳренӗ чухнех кумыс хатӗрлеме пуçланă. Кумыс иммунитета та çирӗплетет, нерв тытăмӗшӗн те усăллă. Сӗт-çу енчен тулăх пушкăрт сӗтелӗ: тăпăрч, хăйма, сыр. 

Чей ӗçесси хăй пӗр йăла – капăртмапа, пастилапа, сӗтпе, хурлăханпа ӗçнӗ чее. Чăн-чăн пушкăрт пылӗпе тунă чак-чак та сӗтел çинче. Пушкăрт пылӗ пирки уйрăм калаçу. Ун çинчен илтмен çын Раççейре çук та пулӗ. Бурзянски районӗнчи ту хушăкӗнчи стенасем çине пин çурă çул каяллахи ӳкерчӗксенченех кунти халăх пыл туса илни паллă. 

Пушкăрт халăх тумӗсем çине пăхса пир тӗртекенсен искусствине мухтамалла. Тӗрлӗ станоксемпе тӗртсе тунă пусмасем пӗр-пӗринчен уйрăлса тăраççӗ. Çавăнпа пӗр тум çӗлеме темиçе ăста хутшăннă. Пӗр-пӗринпе килӗшсе тăракан ӳкерчӗксенчен тăракан илем тунă. 

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА хатӗрленӗ.

А.Баймухаметов архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

 Пирӗн хаклă тус – пушкăрт çыравçи Айгиз Баймухаметов ялан халăх хушшинче.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев