Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пушкăртстанри «Урал сасси» хаçатăн коллективӗ тата тӗп редакторӗ Юрий Михайлов «Сувар» хаçата 30 çул тултарнă ятпа саламлани

Пуçарăвăрсем ăнса пыччăр, чапăр хушăнсах тăтăр, кăмăл пуянлăхӗ нихăçан та ан йăштăр. Вăрăм та çутă кун-çул сире! Çав çула савăнăçра та, хуйхă-суйхăра та пирӗн пӗрле утмалла пултăр. Пӗрле чухне эпир вăйлă та тӗреклӗ. Çакна яланах асра тытар, тăвалла пулсан та малаллах утар.

Хисеплӗ аякри те çав вăхăтрах çывăх ӗçтешсем!

Тутарстанри чăвашсем валли тăван чӗлхепе пичетленекен «Сувар» хаçат тухма пуçланăранпа 30 çул çитрӗ. Сире эпир, Пушкăртстанри пӗр шухăшлă, пӗр тӗллевпе пурăнакан ӗçтешӗрсем, çак чаплă юбилей ячӗпе таса та ăшă кăмăлтан саламлатпăр! 


Çак вăхăт хушшинче республикăри чăвашлăх анинче эсир паллă та çирӗп вырăн йышăнтăр. Хаçат çитӗнӗвӗсем те, ăна юратса вулакансем йышлă пулни те (çав шута Пушкăртстанра пурăнакансем те кӗреççӗ) çакна çирӗплетеççӗ. Сирӗн пултарулăх малашне те сулмакланса, аталанса пытăр, хывакан вăрлăх ырă çимӗç парсах тăтăр.


Тăван чӗлхепе культурăна сыхласа хăварас, çитӗнекен ăрăва тăван чӗлхепе вулама майсем туса парас ӗçре пысăк ăнăçусем тума ырлăх-сывлăх сунатпăр. Кăмăл-сипет тасалăхӗ, ăс-хакăл пуянлăхӗпе сывă ăс-тăн сирӗншӗн яланах ырă йăла вырăнӗнче пултăр.


Пуçарăвăрсем ăнса пыччăр, чапăр хушăнсах тăтăр, кăмăл пуянлăхӗ нихăçан та ан йăштăр. Вăрăм та çутă кун-çул сире! Çав çула савăнăçра та, хуйхă-суйхăра та пирӗн пӗрле утмалла пултăр. Пӗрле чухне эпир вăйлă та тӗреклӗ. Çакна яланах асра тытар, тăвалла пулсан та малаллах утар.

 

Пушкăртстанри «Урал сасси» хаçат коллективӗ ятӗнчен сирӗншӗн савăнса — хаçатăн тӗп редакторӗ, Пушкăртстан Республикин пичет тата массăлла информаци хатӗрӗсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ 


Юрий МИХАЙЛОВ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сувар – 30