Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Путин кашни шкул ачишӗн 10 пин тенкӗ укçа парасси пирки каларӗ.

"Ҫавӑнпа та шкул ачисем ӳсекен ҫемьесене укçа тӳлеме сӗнетӗп. Кашни шкул ачине 10 пин тенкӗ", - каларӗ Путин

Шкул ачисен ашшӗ-амӑшӗсем 10 пин тенкӗ укçа илӗҫ. Укҫа, ҫавӑн пекех, сентябрь уйӑхӗнче пӗрремӗш хут шкула каякан ачасен ашшӗ-амӑшӗсене те парӗç. Ҫакӑн ҫинчен Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Федераллă пухăва чӗнсе каланă вăхăтра пӗлтерчӗ.

Вӑл ӗҫ рынокне тата гражданинсен чӑн-чӑн тупӑшӗсене каялла тавӑрасси пирки палӑртрӗ. Анчах та халӗ çынсене патшалӑхран пулӑшу кирлӗ пулни пирки каларӗ.

"Ҫавӑнпа та шкул ачисем ӳсекен ҫемьесене укçа тӳлеме сӗнетӗп. Кашни шкул ачине 10 пин тенкӗ", - каларӗ Путин.

Ҫавӑн пекех, укçа пулас пӗрремӗш класс ачисен ашшӗ-амăшӗсене парасси пирки те палăртрӗ вăл. "Укçа август уйӑхӗн варринче тӳлӗпӗр, ашшӗ-амӑшӗн ачине шкула пухма вӑхӑт пултӑр ", - вӗҫлерӗ Раҫҫей патшалӑхӗн пуҫлӑхӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев