Сувар

Путин: Раççейӗн коронавирусран виҫӗ шанчӑклӑ вакцина пур.

«Пандемийăна ҫӗнтерни ҫӗршывӑн наукӑпа технологин вӑй-хӑвачӗ ӳснине кăтартать» - хушса каларӗ вăл

Паянхи куна пирӗн çӗршывăн Covid-19 пӗр харӑсах виҫӗ шанчӑклӑ вакцина пур. Ҫакӑн ҫинчен Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Федераллă пухăва чӗнсе каланă вăхăтра пӗлтерчӗ.

Вӑл пандемия пуҫламӑшӗнче Раҫҫей, пӗтӗм тӗнче пекех, ҫӗнӗ инфекци умӗнче йывăрлăхсемпе тӗл пулни ҫинчен аса илтерчӗ. Ҫав вӑхӑтрах, Путин палӑртнӑ тӑрӑх ҫӗршыв глобаллӑ чире ҫӗнтерме пултарни пирки вӑл пӗр минут та иккӗленмен.

«Пандемийăна ҫӗнтерни ҫӗршывӑн наукӑпа технологин вӑй-хӑвачӗ ӳснине кăтартать» - хушса каларӗ вăл.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: