Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Путин тӗревӗ пулсан, ӗҫлеме хатӗр

Тутарстан тӗп кӑтартусемпе Федерацин мӗн пур субъекчӗ хушшинче малта пырать, ку чӑнах та ҫапла

  

Владимир Путин Рустам Минниханов кандидатурине ҫывхаракан республика ертӳҫин суйлавне тӑратнине ырланӑ. 2020 ҫулхи кӗркунне Тутарстанра республика Президентне суйламалла.
"Эп пӗлеп полномочисем вӗҫленсе пынине. Тутарстан тӗп кӑтартусемпе Федерацин мӗн пур субъекчӗ хушшинче малта пырать, ку чӑнах та ҫапла. Ҫакӑ йӑлтах Эсир республикӑна ертсе пынипе пулса иртет. Ҫавӑнпа та Сире республика ертӳҫин должноҫне тепӗр срока йышӑнма кандидата тӑратнине эпӗ, паллах, ырлатӑп", – тенӗ Путин.
Раҫҫей Президенчӗ Рустам Минниханова иртнӗ ҫулсенче Тутарстан Президенчӗ пулса ӗҫленӗшӗн тав тунӑ та, малашне те ӑнӑҫу суннӑ.
Тӗлпулу вӑхӑтӗнче Рустам Минниханов Путина шаннӑшӑн тата тӗрев панӑшӑн тав тунӑ. "Эпӗ Сирӗн командӑрта, енчен те ырлатӑр пулсан, эпӗ малалла ӗҫлеме хатӗр", – тенӗ ТР Президенчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев