Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Путин Тутарстан ҫитӗнӗвӗнчен тӗслӗх илме сӗннӗ

Тутарстанра "Инцидент тата менеджмент", "Халӑх контролӗ" системӑсем ӗҫлеҫҫӗ, "Халӑх инспекторӗ" приложени ӗҫлет

Красногорскра ӗнер вырӑнти хӑйтытӑмлӑха аталантарассипе канашлу иртнӗ. Унта Владимир Путин влаҫпа граждансем хушшинче тӳрӗ диалог йӗркелессинче Тутарстан опытне тӗслӗхе тӑратнӑ, ӑна пӗтӗм ҫӗршывӗпе сарма сӗннӗ. Ҫакӑн ҫинчен Кремлӗн пресс-служби пӗлтернӗ.

Наци проекчӗсене пурнӑҫа кӗртнӗ чухне вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ӗҫӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине палӑртнӑ ҫӗршыв пуҫлӑхӗ. Влаҫпа граждансем тӳррӗммӗн хутшӑнса ӗҫлесси нумай регионра йӗркеленнӗ. Ҫавна май, Путин сӑмахӗпе, муниципалитетсен представителӗсен кабинетсенче хупӑнса лармалла мар, ҫынсен проблемисене вырӑнсенче татса памалла.
Тутарстанра "Инцидент тата менеджмент", "Халӑх контролӗ" системӑсем ӗҫлеҫҫӗ, "Халӑх инспекторӗ" приложени ӗҫлет.
Ҫакнашкал ӑнӑҫлӑ практикӑсене Путин ытти регионсемпе хуласенче те сарма хушнӑ.
 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев