Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӑва районӗ хальлӗхе малта пырать

Иккӗмӗш вырӑнта 137,3 пин тонна ҫапса илсе Теччӗ районӗ пырать. Виҫҫӗмӗш вырӑнта Заинск районӗ

Тутарстан аграрийӗсем виҫҫӗмӗш миллион тонна тырӑ пухса илнӗ. ТР Ял хуҫалӑх министерствин оперативлӑ кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, августӑн 21-мӗшӗ тӗлне республикӑра 799,7 пин гектара тӗш-тырӑран тасатнӑ. Ҫакӑ пӗтӗмӗшле вырма хирӗсен 53 проценчӗ чухлӗ.
3 миллион тонна урлӑ каҫса Тутарстан пӗр гектартан вӑтамран 38,6 центнер тырӑ вырса илет. Пӗрчӗллӗ культурӑсене пуринчен те нумай пухса илессипе малта Пӑва районӗ пырать. Унта 139,3 пин тонна тырӑ вырса илнӗ. Ҫакӑ пӑвасем кӑҫал чӗкӗнтӗр хирӗсене самай чакарнипе те пулса иртет.
Иккӗмӗш вырӑнта 137,3 пин тонна ҫапса илсе Теччӗ районӗ пырать. Виҫҫӗмӗш вырӑнта Заинск районӗ, унта 130,1 пин тонна тырӑ пухса илнӗ.
Вырма темпӗсене Пӑва районӗнче лайӑх тытса пыраҫҫӗ. Унта 56,8 пин гектара тырӑран тасатнӑ. "Заря" агрофирмӑра хальхи вӑхӑтра "Дон" комбайнсемпе вырмаҫҫӗ ӗнтӗ. Хирте ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ техника ӗҫлет. Ҫанталӑк май парсанах 14 хир карапӗ вӑл е ку ял ҫывӑхӗнчи хире сиксе ӳкет. Комбайнсем питӗ хӑвӑрт ӗҫлеҫҫӗ. Кӑнтӑрлаччен 50-60 гектарлӑ хир тырӑран тӑсӑлать.
Ҫакӑ йӗтемрисене те васкаса ӗҫлеме хистет. Хирти Кушкӑри йӗтемре пӗрчӗллӗ культурӑсем валли вырӑн ҫителӗклӗ. Кунти тырӑ сӑвӑрас технологисем ҫӗнелмен-ха, киввине юсаса ӗҫе кӗртме тивет хӑш чухне. Район тырӑ вырассипе малта пынӑшӑн кунти ҫынсем питӗ хӗпӗртеҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев