Сувар

Пӑва районӗнчи фермер ТР Патшалӑх Канашӗн хисепне тивӗҫнӗ

Ял пурнӑҫӗн никӗсӗнче фермер ӗҫӗ тӑрать

 Ҫакӑн ҫинчен республикӑри фермер юхӑмӗн 30-ҫуллӑхне халалланӑ мероприятире ТР Патшалӑх Канашӗн  Председателӗн ҫумӗ Марат Ахметов каланӑ. 

Ун сӑмахӗсемпе, Тутарстанӑн ял хуҫалӑх отрасльне пысӑк пуласлӑх кӗтет. Ун шучӗпе республикӑра ҫак направленипе юлашки ҫулсенче мӗн туни – питӗ тӗрӗс.

"Кӳршӗсем пек, миллионшар гектар ака хирне сухалама пӑрахас хӑрушлӑх пирӗн патра та пурччӗ. Эпир масштаблӑ улшӑнусем тума пултаракан компанисене явӑҫтартӑмӑр. Ҫӗрсен пайне хӑйсен хуҫалӑхне йӗркелесе ӗҫ илсе пыма пултаракан ял хуҫалӑх предприятийӗсене пама тиврӗ», – тесе каланӑ Марат Ахметов. 

Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, Тутарстанри фермерствона мӗн пур шайри влаҫсем пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Фермер юхӑмӗ Европа ҫӗршывӗсенче ӗмӗрӗ-ӗмӗрӗпе аталаннӑ, анчах Раҫҫей ҫак ҫула вӑтӑр ҫул хушшинче тухма пултарнӑ.

Марат Ахметов ыттисемпе пӗрле Пӑва районӗнчи Рункӑ ялӗнче выльӑх-чӗрлӗх ӳстерекен Алексей Кубайкин фермера та ТР Патшалӑх Канашӗн Тав Хучӗпе чысланӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: