Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӑвари Князевсем медальлӗ пулса тӑчӗҫ

Анатолий Князев Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпаран, вӑл Пӑва районӗнчи Чӑваш наципе культура центрӗн ӗҫне хастар хутшӑнать.

Кӑҫал Пӑва районӗнче "Юратупа шанчӑклӑхшӑн" медале Анатолипе Татьяна Князевсем тивӗҫрӗҫ. Йӑла тӑрӑх ҫак общество наградине тӗслӗхе тӑратмалли мӑшӑрсем тивӗҫеҫҫӗ.
Князевсене ҫемье медалӗпе район ертӳҫи Ранис Камартдинов Пӑвари ЗАГСра чаплӑ лару-тӑрура чысланӑ.
Уява Анатолий Васильевичпа Татьяна Михайловнан тӑванӗсем, ӗҫтешӗсем килнӗ.
Анатолий Пӑвари машинасем тӑвакан заводра участок начальникӗ пулса ӗҫлет, Татьяна – хулари 1-мӗш номерлӗ шкулта директорӑн ҫумӗнче тӑрӑшать.
Каласа хӑвармалла, Анатолий Васильевич Пӑва районӗнчи Чӑваш наципе культура обществин ӗҫне те хастар хутшӑнать.
Районти илемлӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем Князевсене уяв ячӗпе юрӑ-ташӑпа саламларӗҫ.
Мӑшӑр сӑмахӗсемпе, ку ӗҫри тӑрӑшулӑхшӑн мар, ҫемьери килӗшӳлӗхшӗн панӑ парнене вӗсем ӑруран ӑрӑва парса пырӗҫ.


"Ялав" хаҫатран

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев