Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

П.ХУСАНКАЙĂН «ЭЛКЕРЕ!» СĂВВИ ПИРКИ ТЕМИÇЕ СĂМАХ

Чăваш халăх поэчӗн Çемен Элкерӗн пултарулăхне Константин Ивановпа, Çеçпӗл Мишшипе танлаштарса хакланă

 

Чăваш халăх поэчӗн Çемен Элкерӗн пултарулăхне Константин Ивановпа, Çеçпӗл Мишшипе танлаштарса хакланă

«Сувар» хаçат Чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай пултарулăхне халалласа тӗрлӗ жанрлă материалсем пичетлесех тăрать. Поэта лайăхрах пӗлме-ăнланма, паллах, унăн сăвви-поэмисем май параççӗ. 

«Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăвă пирки калас-тăк, çак хайлава поэт 1962 çулта çырнă. Паллă çул – августăн 11-мӗшӗнче Шуршăл ачи Андриян Григорье-

вич Николаев 3-мӗш космонавт пулса тӗнче уçлăхне хăпарнă. Асăннă сăвăра кун пирки калани çук, эппин хайлава поэт маларах çырнă. Чăваш çынни космоса парăнтарнине сăнарлатчех ӗнтӗ Петӗр Хусанкай. Сăвă шухăшӗ, чӗнӗвӗ çапла калаттарать. Çак чаплă пулăма поэт «Çăлтăрлă çулпа» сăввинче çав çулах август уйăхӗнче хавхаланса çутатать. 

«Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăвă чи малтан «Савни» кӗнекере пичетленнӗ. Унтанпа ăна поэт та, редакторсем те улăштаркаласах тăнă. 1982 çулта «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» кăларăмра тухнă хыççăн урăх улăштарман. (Çав çулсенче эпир, студентсем, тӗрлӗ мероприятисенче сăвва хавхалансах калаттăмăр). Çавăнти текста 1986 çул В.П.Никитинпа (Станьял) В.Н.Черлаков чăваш литературине 9-мӗш класра вӗренмелли кӗнекене кӗртнӗччӗ. Шкул ачисем юратсах вӗренетчӗç ăна, пăхмасăр калатчӗç. Тишкерӳ урокӗсем ирттерме питӗ килӗшӳллӗччӗ вăл. Шел, каярахпа ун вырăнне поэтăн урăх хайлавне кӗртрӗç. Тен, çӗнӗ авторсене «… Упранса вăл çитсе кӗрӗ, коммунизм таранах» е «… Тӗрмере те, вăрçăра та – хут çине те, чул çине …» йӗркесем иккӗлентернӗ?

Тăван чӗлхене юратса та хӳтӗлесе çырнă сăвăсем поэтăн чылай. Уйрăмах 1950-мӗш çулсен вӗçӗнчен пуçласа çырнисем хӗрӳллӗ, тарăн шухăшлă. Халал сăввисен кашни йӗркинче чăваш чӗлхишӗн пăшăрханни, унăн аталанăвӗшӗн ӗçлеме чӗнни:

«Çӗршывăн, нацин, сăвăçсен

Чи пысăк пӗрлӗхӗ – чӗлхе.

Эпир чăваш чӗлхипелен

Кăкарăннă ӗмӗрлӗхе», – тет А.Ф.Талвире халалланă «Эпир – чăваш çыравçисем» сăввинче.

Поэтăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăввинчен хăватлăраххи, ман шутпа, чăркăшлăраххи, каярах, 1968-мӗш çулта çырнă «Элкере!» сăвви. 

Петӗр Хусанкай хăйӗнчен 13 çул аслă Чăваш халăх поэтне Çемен Элкере питӗ хисепленӗ. Унран вӗреннӗ, унран тӗслӗх илнӗ. Пултарулăхне Константин Ивановпа, Çеçпӗл Мишшипе танлаштарса хакланă. Митта Ваçлейӗ: «Чăваш çырулăхӗн аталанăвӗнче эпӗ пилӗк вăта юпа куратăп: Яковлев – Иванов –

Ашмарин – Çеçпӗл – Хусанкай» тенипе пӗтӗмпех килӗшсе пӗтмесӗр Элкере Çеçпӗл хыççăнах лартать. Çакна Хусанкай Çемен Элкер 1917 çултах чăваш чӗлхине хӳтӗлесе ырă шухăшсем каланипе тата пӗтӗм пурнăçӗ тăршшӗпех тăван чӗлхе аталанăвӗшӗн кӗрешнипе çыхăнтарса çирӗплетет. 

1956 çул хаçатсенче вырăс чӗлхине еплерех вӗрентни тата вӗрентесси пирки тӗрлӗ Постановленисем пичетленеççӗ. Аслă классенче вӗреннӗшӗн укçа тӳлессине пăрахăçлаççӗ. Çӗнӗ вӗрентӳ кӗнекисем пичетлессине хăвăртлатасси пирки калаçаççӗ. Наци шкулӗсенче пур предмета та вырăсла кăна вӗрентмелли çинчен хушу килет. Çавăнпа тăван чӗлхепе литературăна хӗсесси йăлана кӗме пуçлать. Пӗр енчен лайăхах пек ӗнтӗ, ачасем хими, алгебра, геометри, физика предмечӗсене вырăс чӗлхипе ăша хывса пыни малашлăхра кирлӗ пуласси каламасăрах паллă, анчах та çак пулăма хăвăртлатса пырса тăван чӗлхен хисепӗпе витӗмне тăруках чакарса лартни патне пырса тухнă-çке (кун пирки Виктор Симаков хаçат-журналсенче нумай çырчӗ. Вулăр: «Сувар», 18.03.2022 ç. 10№) е тата Чӗмпӗрти И.Я.Яковлев ячӗллӗ педагогика техникумне хупса хуни пысăк йăнăш пулман-и?! Пирӗн вӗт çавăн пек: Мускавран пӗр сăмах каларӗç пулсан, вырăнта пиллӗк таранах хамăрла хушса хуратпăр. 

Шкулта, ятарлă тата аслă пӗлӳ паракан шкулсенче, халăх пурнăçӗнче, власть тытăмӗсенче, культура учрежденийӗсенче чăваш чӗлхине хӗстернипе килӗшмесӗр халăх поэчӗ Çемен Элкер 1961 çулта  КПСС Чăваш обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ С.М.Ислюков ячӗпе икӗ çыру янă. Пӗрремӗшӗнче вăл чăваш чӗлхипе литературине вӗренӳ çурчӗсенче хисепрен кăларнине, учрежденисемпе организацисенче чăвашла калаçманнине, Шупашкарта пӗр чăваш шкулӗ те çуккине, тӗрлӗ мероприятисене, çав шутра ялта та, вырăсла кăна ирттернине, Шупашкарта тата ытти хуласемпе ялсенче чăвашла çырнă лозунгсем, чӗнӳсем, кăтартмăшсем, пӗлтерӳсем, транспарантсем çуккине палăртнă. Петӗр Хусанкай тăван чӗлхене хӳтӗлесе ЧАССРăн Аслă Канашӗн сессийӗнче калаçнине обкомăн пӗрремӗш секретарӗ сивленине тӗрӗс мар тенӗ.

Иккӗмӗшӗнче Çемен Элкер хăйне малтанхи çырăвӗшӗн хăратма (парти билетне туртса илессипе тата ытти те), айăплама пуçланине, пленумсемпе пухусенче тиркесе калаçнине, ытти çыравçăсене те тăван чӗлхене хӳтӗлесе калаçнăшăн пӗрмаях вăрçнине, хăйне «çырури шухăшсем йăнăш» тесе йышăнма хистенине хăюллăнах кун пек хăтланни аван мар тенӗ. Халăх поэчӗ тӗрлӗ çулсенче нумай инкек-синкек, çав шутра 1937 çулхи хӗсӗрлеве те, тӳссе ирттернине, чăваш литературин пуçламăш аталанăвӗнче малта пулнине, унăн хайлавӗсене тăван халăх юратса вуланине палăртнă, çавăнпа хальхи хӗсӗрлеве вăл ăнланма пултараймасть тата çак юхăма КПСС Чăваш обкомӗ пуçарса пынине ырламасть. (Çемен Элкер. Хурапа шурă. Тӗрлӗ вăхăтра çырнисем. –Ш., 1994 ç.)

Нумай çул иртнӗ хыççăн, тивӗçлӗ канăва тухсан, С.М.Ислюков 1956 çултан тытăнса тăван чӗлхен обществăри вырăнне хӗстерни тӗрӗс мар пулнине йышăннă. Юхма Мишши çапла çырать: «… Вăл кӗçӗн класранах вырăсла вӗрентесси çине куçассин пуçаруçи пулнă. Ирӗклӗ шухăшлава хăвалама пуçларӗç. Тăван чӗлхене хӳтӗлекен пултаруллă писательсене – А.Талвире, С.Элкере, Н.Мраньккана – тапăнчӗç. Тивӗçлӗ канăва тухсан С.М.Ислюков хăйӗн йăнăшӗсене ăнланчӗ, çавăн пек юрăхсăр пулăмсемшӗн ӳкӗнчӗ. Анчах та вăл пурнăçран кайичченех тăван культурăпа, литературăпа интересленчӗ, вӗсен аталанăвне сăнарӗ...» (Çак кӗн.: «Мишши Юхма. Имена улиц твоих, Чебоксары, 2009, стр. 139-140).

Петӗр Хусанкай «Элкере!» сăввине 1968 çулта çырнă. Семен Васильевич Элкер 1966 çулхи сентябрь уйăхӗнче пурнăçран уйрăлнă. Авторӗ те сăвви пичетре тухнине курайман, «Элкере!» пӗрремӗш хут «Ялав» журналăн 1974 çулхи 5-мӗш номерӗнче пичетленнӗ. Ăна пичете Геннадий Волков профессор хатӗрленӗ пулин те, сăвва чылай катертсе, хăш-пӗр йӗркисене улăштарса кăларнă. Мӗн тăвăн – вăхăчӗ çапла пулнă. Сăвва «Мехел» кӗнекере те (1987 ç.), «Коммунизм ялавӗ» хаçатăн 1988 çулхи октябрь уйăхӗн 23-мӗшӗнчи номерӗнче те  кӗскетсе кăларнă. Çав кӗскелӗве ятарласах шутларăм – оригиналӗнчен 14 çаврăм сахалрах! «Тăван Атăл» журнал 2014 çулхи 4-мӗш номерте хуплашкан иккӗмӗш енчех «Элкере!» сăвва Çемен Элкер çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа пичетленӗ. Кунта та 3 çаврăм сахалрах. Унччен чылай çул маларах, «Коммунизм ялавӗн» 1988 çулхи октябрӗн 27-мӗшӗнчи номерӗнче сăвă туллин – 18 çаврăмпа – пичетленнӗ вӗт, умсăмахне Атнер Хусанкай çырни питӗ вырăнлă пулса тухнине те палăртам. «Тăван Атăл» журналах 2016 çулхи 9-мӗш кăларăмра «Элкере!» туллин пичетлесе çапла асăрхаттарать: «Çак сăвва авторӗ хăй пурăннă чухне туллин пичетлеме пултарайман, кайран та чылай вăхăт ирӗк паман». 

Куртăмăр ӗнтӗ: Петӗр Хусанкайăн «Элкере!» сăвви пысăк тертпе халăхăмăр патне çитнӗ.  Мӗншӗн? Хăш сăмахсем, хăш шухăшсем çав териех иккӗлентернӗ-ха вăл вăхăтри идеологи хуçисене?! Кăна ӗнтӗ паян уççăнах калама пулать. Эппин, хайлава ăнланса вулар-ха. Ман шутпа вăл хăйӗн çивӗчлӗхне (актуаллăхне) паян кун та çухатман. 

ЭЛКЕРЕ!

Çуллен сайраланса пыратпăр

Асаплă ватă салтаксем.

Сурансенчен те хăтăлатпăр –

Салтах, сестра, пит ан тӗксем…

 

…Чăваш çăлтăрӗсем яп-ялтăр,

Шултраланаççӗ кӗрхилле:

Ав  Кӗвенте, Ала, ав Алтăр…

Çӳлте те пурнăç çӗртилле!

 

Эс ху та çăлтăр хушаматлă,

Пӗр ярăм çăлтăрччӗ: Элкер!

Каятăн… Çут тӗнче  самантлăх,

Çӗртен шăтса çӗрех кӗрер.

 

Элчел çитсе куçна хуптарчӗ.

Тусу та, тăшману та çук.

Хăшне, тен, алă та çуптарчӗ,

Ун пеккисем те пур ку чух…

 

Эс канăçсăрччӗ, кансӗрлеттӗн.

Мӗн кирлӗ пулнă? – Хушăн мар:

Эс халăх кăмăлне пӗлеттӗн,

Чăвашшăн сапрăн шӗл кăвар.

 

Çав шӗл кăвар – чăваш сăмахӗ,

Чечен чӗлхе – чăваш чӗлхи.

Вăл упрансассăн – хам хамах эп,

Упранмасан – эп çын мӗлки.

 

Чăваш çӗршывӗнче пурăнатпăр

Чăваш чӗлхишӗн çапăçса.

Кам чӗлхене таптать –  çав паттăр

Епле чăтас çак намăса?

 

Ыйткалакан пек  кӗленетпӗр:

«Тархасшăн, Çăкăр сăмаха

Лавкка çине çырсамăр, –  тетпӗр. –

Тăван шкула ан хупăр-ха…

 

Эс çакăншăн сас параттăн

Ниçта кайса кӗме çукран.

Кӗç «националист» пулаттăн,

«Çӳлте» ыйту тăратчӗ сан.

 

Камсем вара, ман пит пӗлесчӗ,

«Интернационалистсем»,

Кам хушнипе ирӗксӗрлеççӗ

Чăваш ачисене вӗсем?

 

«Атте, анне» тесе ачашшăн,

Пуплен хальхи Сенттисенне

Ма çăварне хупса лартасшăн

Шкула пырса кӗрсессӗнех?!

 

Çапла-ши Ленин хушнă, калăр!

Çапла-ши сӗннӗ Мускавран?

Чăваш ӗçне тăвар-ха хамăр

Пур танлă халăхпа пӗр тан.

 

Патшалăх – хамăрăн. Патшалăх!

Пур Конституци – Тӗп Саккун.

Апла пулсассăн пур тӗп халăх,

Çӗршыв тытма чӗлхи пур ун.

 

Республика! Чăваш çӗршывӗ!

Уес-кӗпӗрне мар текех.

Вăл аслă тӗнчене çул хывӗ

Ракетăллă карап пекех.

 

Чăваш чӗлхин сăвап-хисепӗ

Пин хут та ӳсӗ хальхинчен.

Чăваш ятпах кӗресшӗн эпӗ

Коммунăн аслă хапхинчен!

 

Элкер, Элкер…Чăваш мухтавӗ!

Эс юлашки могикан мар.

Тăпру çинче пур халăх тавӗ

Палăкупа халь юнашар.

 

Йӗри-тавра (эпир кӗтетпӗр!)

Çӗкленӗç çӗнӗ ăстасем.

Çӗр пин сăмахлă вут чӗлхемӗр

Çиçтерӗ вӗçӗмсӗр хӗлхем.

 

Çакна шанми пулсан, кăвак пăр

Пулса пăрлантăр ман чӗре!

Яшсем! Сире шанса каятпăр,

Çитерӗр ӗмӗтӗмӗре!

Петӗр Хусанкай.

1968 ç.

Василий ЦЫФАРКИН.

 Пăва районӗ, Элшел ялӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Хусанкая115çул