Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пысӑк тухӑҫра инвесторсен тӑрӑшӑвӗ те сисӗнет

ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра республикӑри ял-хуҫалӑх министрӗ Марат Зяббаров тырӑ вырассипе мала тухнӑ тата кая юлса пыракан районсенче палӑртрӗ

  Ҫапла Тутарстанра ӗҫлекен "Агросила" пӗрлешӳ гектартан вӑтамран 45,3 центнер тухӑҫпа пӗтӗмӗшле 512 пин тонна тырӑ пухса кӗртнӗ. "Ак Барс" холдинг компанийӗ те лидертан юласшӑн мар, гектартан 33,7 центнер вырса илсе пӗтӗмӗшле тухӑҫӑн виҫине 419 пин тоннӑна ҫитернӗ. "Красный Восток Агро" Акционерлӑ обществон тухӑҫӗ те пӗчӗк мар – гектартан 39,9 центнер. Пӗрлешӳ пурӗ 206 пин тонна тырӑ пухса илнӗ.
Гектартан пысӑк тухӑҫ кӑларма вӗренсе ҫитнӗ аграрисем 11 районра пурӑнаҫҫӗ. 4 район гектартан 43 центнер ытла вырса илнӗ:
Заинск районӗ – 48,6, Теччӗ районӗ- 46,5, Кукмор районӗ - 43,2, Нурлат районӗ - 43,1 центнер.
Тепӗр 7 районта тыррӑн вӑтам тухӑҫӗ гектартан 40 центнер ытла пулнӑ: Балтаси районӗ - 41,7, Сарман районӗ - 41,2, Мензеле районӗ - 41,1, Тукай районӗ - 40,5,  Актаныш районӗ - 40,3, Атня районӗ - 40,2, Пӑва районӗ - 40,1 центнер.
Ял-хуҫалӑх министрӗ тырӑ тухӑҫлӑхӗпе хыҫалта сӗтӗтӗрӗнсе пыракан районсене те асӑнчӗ. Агрыз районӗн тухӑҫӗ гектартан 20 центнер, Элмет районӗн – 24,7, Тури Услон районӗн – 25,4, Ешӗлвар районӗн - 28,5, Камско-Устьински районӗн - 28,8 центнер. Министр сӑмахӗсемпе ҫакӑнта инвесторсен сӳрӗклӗхӗ те, вырӑнти влаҫсен айӑпӗ те пур.
Пӗтӗмӗшле илсен тӑпра тухӑҫлӑхне ӳстернинче ҫӗр ӗҫ культурине ӳстернин ҫимӗҫӗсем те палӑрнӑ. Министр сӑмахӗсемпе, тырпула ҫитӗнтерес тапхӑрсенче профессионаллӑ ӗҫ илсе пыни пӗлтерӗшлӗ.
Кӑҫал тырпула хӳтӗлессин эффективлӑхне самай ӳстерекен 200 стационарлӑ раствор единици туса хунӑ. Кашни гектар пуҫне 65,5 килограмм минераллӑ удобрени кӗртнӗ. Ҫакӑ пӗлтӗрхинчен 15% ытларах.

Андрей Бахтинов сӑнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев