Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Раççей» курав-форумра чăвашсен кунĕ

Мускаври ВДНХ павильонӗсенче халăхсен хушшинчи «Раççей» курав-форум пырать. Кашни регион унта хăйне презентацилет. Декабрӗн 1-мӗшӗнче Чăваш Республикин кунӗ иртрӗ.

Чăвашсен стендне тупас тесен тухья шыра

Ирхине форум хăнисем ВДНХ хапхи умӗнчи Раççей картти умӗнче чарăнса тăчӗç. Çак Чăваш Республикин пуçарăвӗ умӗнче пӗрле сăн ӳкерӗнессинчен пуçланчӗ те чăвашсен кунӗ. Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев ертсе пыракан йышлă делегаци Çӗнӗ çул тӗлне капăрлатнă чăрăшсен умӗнче чарăнса тăчӗ. Кашни регионăн хăйӗн чăрăшӗ, хăйӗн эрешӗсем — питӗ хитре курăнса тăраççӗ хӗллехи капăр пикесем.

Çӗршыври технологисем мала кайнине çак куравра тӳрех асăрхатăн. Регионсен çăмăл мар тӗллеве пурнăçламалла: ыттисенчен уйрăлса та тăмалла, хăвăн чи илӗртӳллӗ енне те кăтартмалла. Кунта шурă упасем те пур, тем пысăкăш крабсем те, бурятсен серкки те, аçтăрхансен тӗви те, псковсем былинăри паттăрсен палăкӗсене кăтартаççӗ, волгоградсем — хӗç çӗкленӗ хӗрарăма, ульяновсксем — самолет кабинине, алтайсем хăйсен улăпӗн — Нургун паттăрăн — кӗлеткине илсе килнӗ. Чăваш Республикин стендне пысăк тухьяран тӳрех палласа илме пулать. Ун ăшӗнчи экран Улăп Кубрат патшан пилӗк ывăлӗ çинчен каласа парать тата чăвашсен аваллăхӗ çинчен.

Яковлевпа тата Чапаевпа калаçрăмăр

Кунтах тӗрӗ фабрикин çитӗнӗвӗсемсӗр пуçне республикăри медицина çитӗнӗвӗсемпе паллашма май пур. Иван Яковлевăн голограммипе калаçма та шутсăр интереслӗ. Шел пулин те, патриархăмăр вырăсла панă ыйтусене кăна хуравлать, çапах та унпа сăмахлама кăсăклă пулчӗ. Пире кăна мар, унăн мăнукӗн мăнукӗсене Ордынскисене те кăсăклантарчӗ мăн аслашшӗн цифра технологийӗсем пулăшнипе чӗртсе тăратнă сăнарӗ. Яковлев çумӗнче легендарлă комдив Чапай калаçать çынсемпе, хӗлӗн пӗрремӗш кунӗнче Хӗл Мучипе Юрпике те килсе çитнӗ. Курава Чăваш Республикинчи пысăк предприятисен ертӳçисем, депутатсем те йышлăн хутшăнчӗç.

Регион Пуçлăхӗ çамрăк мăшăра пехиллерӗ

Çак кун курав центрӗн павильонӗнче чăвашсем чăн-чăн этношоу кăтартрӗç. Филармони, патшалăх юрăпа ташă ансамблӗсем, уйрăм фольклор ушкăнӗсем пирӗн халăхăн юрăпа ташă пуянлăхне кăтартрӗç. Хуткупăссăр пуçне сӗрме купăспа тăмра сасси те илемлетрӗç чăваш ташă кӗввине.

«Эпӗ пурне те Чăваш Ене килсе курма йыхравлатăп, пирӗн патра тутлă, хăтлă тата хăрушă мар», — терӗ Олег Николаев пухăннисене.

Чăваш Республикин Пуçлăхӗ çак уява шупăр тăхăнса килни — хăйне пӗр пулăм. Вăл интерактивлă мешехесене хутшăнса ташларӗ, çынсемпе пӗрле юрларӗ, чăваш туйне кăтартакансемпе пӗрле авланакан йӗкӗтпе качча тухакан хӗре пехиллерӗ. Олег Николаев шупăрне туризма халалланă стратегилле сессире те хывмарӗ. Вăл çакнашкалах чаплă тума туризма халалланă пухăва ертсе пыракан Патшалăх Думин депутатне Сангаджи Тарбаева тăхăнтартрӗ.

Туризма халалланă сесси

Сессире сăмах калакансен хушшинче РФ сывлăх сыхлав министрӗ Михаил Мурашко, Чăваш Республикин пӗрремӗш Президенчӗ Николай Федоров, РФ Патшалăх Думин депутачӗ Сергей Казанков тата ыттисем пулчӗç. Анатолий Аксаков депутат каланă сăмахсем аса кӗрсе юлчӗç, вăл чăвашсем Атăлçи Пăлхар еткерçисем пулнине татăклăн каларӗ. Ун шучӗпе истори, культура енӗпе Атăлçи Пăлхар теми пулмалла. Атилла Европăна парăнтарнине те каласа хăварчӗ.

Шупашкар политикӗсем ку темăран пăрăнарах тăнине тахçантанпах сăнатпăр, кунта вара çӳллӗ трибунăран — куçран...

Федераллă автономи çитес çулхи плансене палăртрӗ

Декабрӗн 1-мӗшӗнче ВДНХра тепӗр пӗлтерӗшлӗ пулăм — Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн ларăвӗ — иртрӗ. Раççей Геройӗ Николай Гаврилов ертсе пынипе пухăннисем вӗçленсе пыракан çулталăкри (тӗрӗсрех каласан, çур çулти, мӗншӗн тесен ку йыша Чăвашсен федераллă наципе культура автономине апрелӗн 22-мӗшӗнче кăна суйларӗç) ӗçсене пӗтӗмлетрӗç, çитес çулталăкри мероприятисене палăртрӗç. Пӗлтерӗшлӗ пысăк мешехесем ирттернипе мухтанса лармасăр, ӗçлӗ калаçу пулчӗ. Тумалли ӗçсен шутӗнче Иван Яковлевич Яковлев ятне вилӗмсӗрлетесси те пур. Ăна православи чиркӗвӗн святойӗсен шутне кӗртес ыйтăва Канаш ырларӗ. 
Раççейри чăвашсен федераллă автономийӗ çумӗнче çамрăксен пӗрлешӗвне йӗркелес ыйтăва та ырласа йышăнчӗç тӗрлӗ регионсенчен килнӗ пайташсем. Пухăннисем çавăн пекех Раççей ЧФНКА эмблемипе логотипне те, автономи йышне çӗнӗ организацисене йышăнас йӗркене те сӳтсе яврӗç.

ВДНХ çак кун чăваш юрри-ташшипе кӗрлерӗ. Эстрада артисчӗсем юрă шăрантарни таçта çити илтӗнсе тăчӗ.

Константин МАЛЫШЕВ.
Сăнӳкерчӗксем «Хыпар» хаçатăн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: выставка-форум РОССИЯ