Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççей Президенчӗн суйлавӗнче сасăлакансен хушшинче Тутарстанра виçӗ «Лада Веста» автомобиль вылянтараççӗ

Фотоконкурса хутшăнас тесен Тутарстанра пурăнакансене суйлава кайса сасăламалла, суйлав участокӗсенче паракан «Пӗтӗм çемьепе суйлава!» тесе çырнă браслет илмелле. Суйлав атрибучӗсемпе усă курса çемьепе сăн ӳкерӗнмелле те ăна #ВсейСемьейНаВыборы тата #ТатарстанАлга хештегсемпе «ВКонтакте» социаллă сетьре лартмалла.

Раççей Президенчӗн суйлавӗнче сасăлакансен хушшинче Тутарстанра виçӗ «Лада Веста» автомобиль вылянтараççӗ. 


Суйлав кунӗсенче кашни кунах — мартăн 15, 16 тата 17-мӗшӗсенче — пӗрер машина вылянтарӗç. 


Выляв «Пӗтӗм çемьепе суйлава!» фотоконкурс шайӗнче иртет. Унта хутшăнас тесен Тутарстанра пурăнакансене суйлава кайса сасăламалла, суйлав участокӗсенче паракан «Пӗтӗм çемьепе суйлава!» тесе çырнă браслет илмелле. Суйлав атрибучӗсемпе усă курса çемьепе сăн ӳкерӗнмелле те ăна #ВсейСемьейНаВыборы тата #ТатарстанАлга хештегсемпе «ВКонтакте» социаллă сетьре лартмалла. 


Çӗнтерӳçӗ кам пулнине «ВКонтакте» социаллă сетьри «Татарстан Алга» сообществăра мартăн 15 тата 16-мӗшӗсенче 21.00 сехетре иртекен тӳрӗ эфирсене пăхса пӗлме пулӗ. Суйлавăн юлашки кунӗнче, мартăн 17-мӗшӗнче, тӳрӗ эфир 20.10 сехетре ТНВ телеканалта иртет. 


Фотоконкурс пирки тӗплӗнрех «Татарстан Алга» сообществăра пӗлме пулать.


Раççей Федерацийӗн Президенчӗн шутпа саккăрмӗш суйлавӗ ку эрнере — мартăн 15, 16 тата 17-мӗшӗсенче — иртет. Пурӗ çӗршыв ертӳçи пулма кандидата тăнисем тăваттăн: çӗршывăн хальхи лидерӗ Владимир Путин (самовыдвиженец), Леонид Слуцкий (ЛДПРтан), Николай Харитонов (КПРФран) тата Владислав Даванков («Новые люди» партирен).

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: выборы 2024