Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

РАÇÇЕЙ ТЕ ФУТБОЛ ЧЕМПИОНАТНЕ ХУТШĂННĂ

Ноябрӗн 20-мӗшӗнчен пысăк мар, анчах питӗ пуян Катар патшалăхӗнче тӗнче шайӗнчи футбол чемпионачӗ пырать. Вăл декабрӗн 18-мӗшӗнче вӗçленет.

Хусанти IT-компани те хутшăннă çак пысăк мероприятие – куракансем стадиона иртнине йӗркелесе, тӗрӗслесе тăракан тытăм (LENTA SEACS) лартаканни вăл.

 Куракансем хăйсен вырăнӗсене иртнине сăнакан, йӗркелекен электронлă тытăмпа тивӗçтерекен «Инфоматика»  Раççейри пӗртен-пӗр компани тӗнче шайӗнчи 22-мӗш футбол чемпионатне хатӗрленӗ, ирттернӗ çӗре хутшăннă. 

«Ахмад бин Али» стадиона кирлӗ хатӗрсемпе тивӗçтересси питӗ кӗске вăхăтра пулса иртнӗ: усă курмалли тӗрӗслевӗн 120 единицине тăватă уйăхра хатӗрлесе вырнаçтарнă. 2020 çулта коронавируса пула мероприяти иртес объектра компани ӗçченӗсем хăйсем пулайман, установкăсене лартма партнерсене шаннă (паллах, контрактпа). Вӗсем вырнаçтарнине «Инфоматика»   интернет урлă йӗркелесе ӗçлеттернӗ. 2020 çултанпа стадионра ирттерекен пур мероприятире те тӗрӗсленӗ LENTA SEACS ӗçне. Çав шутра, 2021 çулта иртнӗ ФИФА арабсен чемпионатӗнче те, ФИФА Тӗнче шайӗнчи клубсен футбол чемпионатӗнче те.  

2022 çулхи октябрь уйăхӗнчен «Инфоматика»   специалисчӗсем Катарта, вырăнта техника пулăшăвӗпе тивӗçтереççӗ. LENTA SEACS аппарат 94 «Horizon» смарт-турникетран, 30 «Navigare» автоматизациленӗ смарт-калинккерен, «Contour Classic» премиллӗ турникетран тăрать. Çаксене пурне те стадион ăшӗнче периметрпа вырнаçтарса тухнă. Куракансен VVIP билечӗсене алăри мобильлӗ сканерсемпе усă кураççӗ. LENTA SEACS тытăм ФИФА билетсем сутакан тытăмӗпе кал-кал ӗçленине палăртмалла.  Халăхсен хушшинчи футбол федерацийӗ ыйтнисене тытăм пӗтӗмпех тивӗçтерет. Çав вăхăтрах ăна хатӗрлекенсем Катарти çутçанталăк условийӗсене – шăрăх, хăйăрлă тусан, пысăк нӳрӗк – шута илни те куçкӗрет. «Инфоматика»   разработки – Раççейри пӗртен-пӗр IP65 хӳтлӗхлӗ класӗллӗ турникетсем.

Татьяна ТАРАСОВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев