Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççейӗн чи лайăх фермерӗ Георгий Погодкин: «Çанă тавăрса вăй хунин усси пурах»

«Çемье пурнăçӗнче юратнă çыннăн шухăш-кăмăлӗпе, туйăмӗпе, ӗмӗчӗ-тӗллевӗпе, ăнтăлăвӗпе пурăнмалла. Хăвна кӳрентерме памасăр, вăл ыйтнине пурнăçлама тăрăшмалла, пӗр-пӗрне хисеплемелле», – тенӗ пӗр паллă классик. Питӗ пултаруллă та сапăр мăшăрсене сăнатăн та вӗсем шăп çак шухăшсене тӗпе хураççӗ пек туйăнать. Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелте пурăнакан Светланăпа Георгий Погодкинсене ӗççи вăхăтӗнче килте тытма çук. Георгий Петрович «Раççейри чи лайăх фермер» ята тивӗçнӗ çын, Аксу районӗнчи чи хисеплӗ ял хуçалăх ӗçченӗсенчен пӗри. Вăл ертсе пыракан хресченпе фермер хуçалăхӗ мăйракаллă шултра выльăх ӗрчетессипе вăй хурать, уй-хирте тулă, урпа ӳстерет.

– Утăçи питӗ хӗрӳ килчӗ. Чăннипе каласан, кăçал Аксăва Сабантуя кайма та вăхăт тупаймарăм, – тет «Погодкин» ИП  хуçалăх ертӳçи, ӗçӗн пысăк пайне хăй çине тиенӗ фермер. 

Каçпа пултаруллă чăвашсен хăтлă та ăшă кил-çуртӗнче чей ӗçсе ларнă май Светлана Николаевнăпа мăшăрӗн тăрăшулăхӗ çинчен калаçатпăр. Вăхăт каçхи 9 сехет иртнӗ. Кӗçех Георгий Петрович киле килмелле.  Иртен пуçласа каçчен вăй хурсан та ывăннине кăтартмасть арçын. Кăмăллăн йăл кулса утса кӗчӗ те вăл килне 27 çул пӗрле пурăнакан мăшăрне питçăмартинчен чăпăрт чуптуса илчӗ, хал пӗлчӗ. Вара тин пӳлӗмре хăна пуррине асăрхаса мана та сывлăх сунчӗ. 

– Атьăр эппин тӗттӗмлениччен фермăна кайса килер. Сире манăн хуçалăх кăсăклантарать-çке, – терӗ.  

Чăннипех те çапла. Чăн сăмахăн суйи çук. Юлашки технологисемпе тивӗçтернӗ, ăспа хăпартнă çӳллӗ, пысăк витере çутă. Ӗнесене ешӗл апат çинӗ, шыв ӗçнӗ хыççăн канма вăхăт. 

Çак ӳкерчӗке сăнакан Георгий Петрович сăнӗ çуталчӗ. Çине тăракан, пур ӗмӗт-тӗллеве те парăнтарма пултаракан çамрăк арçын фермер ӗçне 1999 çулта кӳршӗллӗ Беловкăра пуçланă. Унта ял хуçалăхӗнче унăн ашшӗ, Петр Александрович Погодкин, нумай çул тăрăшнă. Вăл хӗвелçаврăнăш çуне çапакан пысăках мар заводри ӗçсене йӗркелесе илсе пыратчӗ.    

– 50 гектартан пуçларăмăр.  Тулă, урпа тата сӗлӗ акрăмăр. Техникăран пирӗн пӗртен-пӗр кивӗ МТЗ-80 кăначчӗ. Вара çине тăрса ДТ-75 тата «Нива» комбайн туянтăмăр, 2000 çулта – «Енисей»  комбайн, икӗ МТЗ трактор. Пуçламăшӗ ытла çăмăл пулнă тееймӗн.  Анчах та çанă тавăрса вăй хунин усси пурах. Паян культурăсене пурӗ 340 гектар çинче çитӗнтеретпӗр. Хамшăн (Евгений ятлă шăллăмшăн та) яланах тӗслӗх шутланнă ӗçчен те ӳркенмен аттене, Кивӗ Тимушкел шкулӗн учителӗсене тав. Унта ытти предметсемпе пӗрле «Трактор» текенни те пурччӗ. Александр Тимофеевич Филиппенко пире, арçын ачасене, техникăна вӗрентрӗ. 11-мӗш класс хыççăн Лайăшри ял хуçалăх техникумӗнче бухгалтер, экономист, юрист тивӗçӗсене алла илтӗм. Халӗ çак пӗлӳ-хăнăху питӗ кирлӗ мана. Унпа пӗлсе усă куратăп. Техникум директорӗ манăн паллă ентеш – ТР тава тивӗçлӗ учителӗ Алексей Алексеевич Харитоновччӗ. Тайма пуç ăна нумай ыйтăва уçăмлатнăшăн, вӗренме пыма чӗннӗшӗн. Аннене, Мария Александровнăна, чунтан юрататăп. Атте вилнӗ хыççăн вăл паян пирӗнпе юнашар. Ялти ача садӗнче вăй хуракан арăма кил хуçалăхӗнче, сад-пахчара пулăшма васкать, пире малалла ăнтăлма хавхалантарать, – тет Георгий Петрович.

2014 çулта Георгий Погодкин ертсе пыракан хресченпе фермер хуçалăхӗ «Çемье ферми» программăна хутшăнса 1 миллион та 600 пин тенкӗлӗх грант выляса илнӗ. Шăп çавăн чухне мăйракаллă шултра выльăх ӗрчетме тытăнса пысăк сӗтпе тавар ферми туса лартнă фермер. Унччен пăру, сысна пăхнă, тыр-пул ӳстернӗ. 

 – Ӗнесене эпир ирхи 5 сехетре пăхма, апат пама пуçлатпăр та каçпа 5 сехетре вӗçлетпӗр. Утă, фураж аван çиеççӗ. Симӗс курăкне те, хӗлле валли апатне те хамăрах хатӗрлетпӗр. Ирхи, каçхи сăвăмсем хыççăн сӗте Аксуран килсех илсе каяççӗ. Ку пирӗн ӗçе çăмăллатать, паллах, – тет тăрăшуллă хуçа. – Самантпа усă курса хама пулăшакансене тав туса хăварас килет. Владимир Пилайкин пенсионер ӗççире манăн сылтăм алă, канаш паракан тесен те юрать. Çуракинче акакан вăл, вырма вăхăтӗнче йӗтем (ток) çинче вăй хурать. Владимир Тиманкин – ӳркенмен тракторист-механизатор, пултаруллă комбайнер. Фермăра Ольга Ефремова дояркăпа Владимир Мишин скотник вăй хураççӗ. Тӗрӗссипе, манăн мӗнпур çемье тырçи ӗçне хутшăнать: ывăлсем – Кирилпа Семен, шăллăмпа ачи Иосиф пурте вырма вӗçлениччен тăрăшаççӗ. Хӗрӗм Юлия вӗри апат пӗçерет, хире те хăйех илсе пырать. Манăн тата ырă сăмахпа Марина Расчисловăпа (доярка) мăшăрне Анатолие (сварщик) ӳркенменлӗхшӗн мухтаса, чӗререн тав туса хăварас килет. 

Паян Светланăпа Георгий Погодкинсем туя хатӗрленеççӗ. Тепӗр эрнере аслă ывăлӗ авланать, Кивӗ Ӳсел хӗрне качча илет. Кӗçӗнни салтакра, çар тивӗçне пурнăçлать. Виçӗмçул «Тутарстан Чăваш пики» конкурса хутшăннă хӗрӗ Юлия Погодкина Хусанта вӗренет. Хăйӗн пурнăçӗнчи иккӗмӗш сессине ăнăçлах вӗçленӗ вăл. 

Светлана Николаевна вӗсен çемье телейӗ ытлашши калаçманнинче тет. Ялан ӗçре пулнипе вӗсен сăмах-юмах ваклама вăхăт та çук.  

– Георгие хунямăшпе хуняшшӗ те, манăн аннепе атте, Чистай районӗнчи Анат Кăтрата ялӗнче пурăнакан Римма Филипповнăпа Николай Михайлович Родионовсем, питӗ хисеплеççӗ, сума сăваççӗ. Вӗсем ӗмӗр тăршшӗпе колхозра пӗри дояркăра, тепри скотникра вăй хунă. Ял хуçалăх ӗçне çын сăмахӗ тăрăх мар пӗлеççӗ, шалтан курнă. Вӗсем хӗрӗ ӗçчен те пултаруллă çемье пуçӗпе, ял çыннипе пурăннипе кăмăллă.  Георгие те, мана та тӗлӗнмелле сатур, умрине курма пӗлекен, мухтава тивӗçлӗ çынсем пурнăç парнеленӗ. Эпӗ 5 ачаран чи кӗçӗнни. 4 ывăл та 1 хӗр çуратса ӳстернӗ аттепе анне. Эпир упăшкапа иксӗмӗр те тӗслӗхлӗ,  ӗлӗкрен çирӗпленсе пынă пуян йăла-йӗркеллӗ çемьесенче ӳснӗ. Тайма пуç аслă ăрăва тимлӗхшӗн, сапăрлăхшăн, пур енлӗ тавракурăмшăн.  «Сувар» хаçата кашни çырăнтару кампанийӗнчех çырăнаççӗ вӗсем, юратса вулаççӗ, ентешӗсен хыпарӗсемпе кăсăкланаççӗ, çакăнпа пире те ырă тӗслӗх кăтартаççӗ. Мăшăр тенӗрен, эпӗ мухтанатăп хамăн ачасен ашшӗпе, савнă мăшăрпа. 2009 çулта «Раççейӗн чи лайăх фермерӗ» медале тивӗçнӗ çыннăн ахальтен мар шанчăклă юлташ нумай. Хăй те яланах пулăшма хатӗр вăл. Шăнкăравлаччăр çеç. Кăвак çутăпа, çӗрле те тухса кайма пултарать. Пулăшасси – унăн юнӗнче. Наградăсен çӳпçинче – ТР ял хуçалăх министерствин Хисеп хучӗ те пур. Юратакан маттур ашшӗ вăл. Ачасем виççӗшӗ те ăна ытараймаççӗ. Ача садӗнче вăй хуракан амăшне те ăнланаççӗ – педагог-воспитателӗн шкулчченхи учрежденире ӗçӗ нумай, яваплăхӗ пысăк, – тет фермер арăмӗ мăшăрӗ çине ăшшăн пăхса.

Арçыннăн хăйӗн пурнăçӗнче виçӗ япала пурнăçламалла тенӗ шурсухалсем: ывăл ача ашшӗ ятне тивӗçмелле, йывăç лартмалла тата пӳрт çӗклемелле. Çак тивӗçсенчен виççӗшне те ăнăçлăнах пурнăçа кӗртнӗ Георгий Петрович.  Хăй аллипе хăпартса лартнă çурта тем пек юратать вăл тата унта пурăнакан хаклă çемйине, хăй çуралса ӳснӗ Кивӗ Тимушкел ялне, унăн пултаруллă ырă çыннисене, юратнă учительсене ытараймасть, ватăпа ватăлла калаçма пӗлет, çамрăк ăрупа – хисеплесе, шанса, çитӗнӳсем сунса. Сăмах вăйне пӗлет фермер. Çавăнпа та ăна ахаль, пустуй вакласси йăлара мар. Хăй пултаруллă пулнине ӗçӗпе ӗнентерет, çамрăксене те яла юлса харпăр хуçалăх йӗркелеме, тăван тăрăха аталантарма тытăнма чӗнет.  Ырă кăмăллă меценат та вăл. Вырăнти чылай мероприятие йӗркелеме укçан пулăшать.

– Пурне те Çемьепе юрату тата шанчăклăх кунӗпе саламлатăп.  «Çемье тума вăйлă та çепӗç юрату кирлӗ. Ăна сыхласа хăварма вара – чăтма, каçарма пӗлни», – тенӗ пӗр паллă çын. Эпӗ çакăнпа килӗшетӗп.  Аваннине палăртни, начаррине курманни аванрах пуль. Алла-аллăн тытăнса пурăнни, ӗçе юратни, ачасемпе çывăх хутшăнура пулни, ăнланни пире çунат хушать, вăйлăрах тăвать, – терӗ Георгий Петрович. 

Эпӗ те кăмăллă кил хуçисемпе сывпуллашма васкарăм – фермер  çемйин çутăлнă-çутăлманах тăмалла.

Алена СЕЛИВАНОВА.

Погодкинсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 8 июля – День семьи, любви и верности