Раççейре çулталӑк вӗçен кайӑкӗ – хура курак
Мартăн 17-мӗшӗнчен пирӗн çӗршывра Герасим грачевник халӑх уявне паллă тунине, шăпах çак кун тӗлне вӗсем ӑшӑ çӗршывран таврӑнсан çуркунне çитнине, унсăр пуçне Раççейри Вӗçен кайăксене сыхлакан союз хура курака çулталăк вӗçен кайăкӗ пулма суйланине ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-служби пӗлтерет.
Кураксем çинчен интереслӗ фактсем те тупнă вӗсем:
- Кураксем – уйсен санитарӗсем. Ку вӗçӗн кайăксем тăпрана сиен кӳрекен хурт-кăпшанкăсенчен тасатаççӗ.
- Курак йӑви. Вӗсем чӗпӗ кăларма тӑватӑ-пилӗк çӑмарта хураççӗ, 20 кунран вӗсем чӗпӗ кăлараççӗ. Чӗпӗсем уйӑхран йăваран вӗçсе кайнă хыççăн, кураксем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе тепӗр çуркуннеччен куçса çӳреме пуçлаççӗ.
- Кураксем хӑйсене мӗнле тытни. Кашни ушкăнра лидер пул. Вӑл сасă кăларсан, вӗçен кайăксем пурте тӳпенелле вӗçсе хăпараççӗ. Ку вӗсемшӗш хăрушсăрлăх сигналӗ пулса тăрать.
- Кураксем – ăслă вӗçен кайăксем. Ученӑйсем кураксем питӗ ӑслӑ пулнине çирӗплетнӗ. Вӗсем тӗрлӗ тӗссене уйăрма пултараççӗ, мӗн курнине лайӑх астуса юлаççӗ.
Юлашки вăхăтра Пӗтӗм Раççейӗпе кураксен шучӗ чакнине орнитологсене пăшăрхантарать. Çакӑн тӗп сӑлтавӗ – ялхуçалӑхӗнче тата уйсенче пестицидсемпе усă курни. Йӑва çавӑрма юрӑхлӑ йывӑçсене касни те вӗсемшӗн пысăк хӑрушлӑх пулса тӑрать иккен.
ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев