Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççейре кӗрхи призыв пуçланчӗ

Октябрӗн 1-мӗшӗнчен декабрӗн 31-мӗшӗччен 18 тытăнса 30 çулти çамрăксене çар хӗсметне илеççӗ. Раççей Президенчӗ Владимир Путин кӗрхи призыв пуçланни прики алă пуснă указпа килӗшӳллӗн кăçал пурӗ 133 пин призывника хӗсмете илмелле.

Салтака каякансене октябрӗн 16-мӗшӗнчен пухăну пункчӗсенчен ăсатма пуçлаççӗ.

РФ Оборона министерстви пӗлтернӗ тăрăх, призывниксене пурне те çар хӗсметне иртме Хӗç-пăшаллă Çарсен чаçӗсен Раççей территорийӗнчи подразделенисене яраççӗ.

РФ Генштабӗн Организаципе мобилизацин тӗп управленийӗн пуçлăхӗн çумӗ Владимир Цимлянский пӗлтернӗ тăрăх призывниксене Раççейӗн çӗнӗ регионӗсенче — Донецкпа Луганск Халăх республикисенче, Херсон тата Запорожье облаçӗсенче вырнаçнă çар чаçӗсене хӗсмет иртме, ятарлă çар операцийӗн задачисене пурнăçлама ямаççӗ.

Октябрӗн 15-мӗшӗнчен РФ Генштабӗн Организаципе мобилизацин тӗп управленийӗн тӳрӗ телефон линийӗ ӗçлеме пуçлать. Унта призывпа çыхăннă ыйтусене уçăмлатса парӗç.

Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: осенний призыв