Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççей çар промышленноçӗн çӗнӗлӗхӗсене Мускавра кăтартнă

Мускаври «Патриот» курав центрӗнче иртекен Халăхсем хушшинчи «Армия-2022» çарпа техника форумӗнче Тутарстан çӗнӗ «Торнадо» тата «Сарсар» ракета кораблӗсене кăтартнă.

Карап тăвассинчи инновациллӗ проектсене «Ак Барс» корпораци кăтартнă. Куравра тутарстансем корпораци предприятийӗсем хальхи вăхăтра тăвакан серири карапсемпе судносемсӗр пуçне хăйӗн инновациллӗ проекчӗсене те кăтартнă. Вӗсен шутӗнче 21632 проектлă «Сарсар» ракетăллă карапа тата нумай тӗллевлӗ 22160 проектлă патруль карапне.

Тутарстан делегацине ТР Президенчӗ Рустам Минниханов ертсе пырать. Çак кунсенче вăл Халăхсем хушшинчи «Армия-2022» саккăрмӗш çарпа техника техника форумне хутшăнать. Çак форумра Раççейри оборонăпа промышленность комплексӗнчи 1500 яхăн предприятин çар техникипе çыхăннă продукцине кăтартнă. Çав шутра 14 предприяти Чăваш Республикинчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев