Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççей хăйне хăй кондитер продукцийӗпе туллин тивӗçтереет

Кун пирки ял-хуçалăх министерствинче иккӗленмеççӗ. Анчах сахăр хакӗ ӳссен унран тăвакан пылак çимӗçсем те хаклăланаççӗ

Нумай пулмасть хăш-пӗр федераллă тата регионри суту-илӳ компанийӗсем конфет-пӗремӗк туса кăларакансенчен уведомелнисем илнӗ. Унта мартăн 15-мӗшӗнчен хаксене 20-30 процента ӳстерме хистенӗ. Çавăн пекех çырура Раççейре туса кăларакан пылаксен хакӗсем ют çӗршыврисенчен ытларах ӳсесси пирки пӗлтернӗ.

Мӗн пур апат-çимӗçӗн хакӗсем ӳснине ял-хуçалăх министерствинче чӗртавар кӳресси улшăннипе тата пылак продукци хакӗсем пӗтӗм тӗнчере ӳснипе çыхăнтарнă. Продукци хакӗ ӳсни çине упаковка, чӗртавар, логистика, сахăр, пальма çăвӗ тата производствори ытти компонентсен хакӗсем ӳсни витӗм кӳрет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев