Сувар

Раççей пичет кунӗпе!

Сирӗн тӗллевӗр – 2020 çулхи халăх çыравӗ умӗн çав тери вырăнлă патриотизм туйăмне йӗркелесси, Тăван çӗршыва юратма воспитани парасси, нацисен хушшинчи хутшăнăва çирӗплетесси.

Хисеплӗ журналистсем, полиграфистсемпе калем ветеранӗсем! Сире профессилле уявпа – Раççей Пичет кунӗпе –  чӗререн саламлатăп!
Пичет кăларăмӗсенче çӗршывпа регионсен пурнăçӗнчи тӗп пулăмсем кăна мар, тӗрлӗ тапхăрăн чунӗ те сăнланнă.  Публицистикăра яланах хăйсен ӗçӗн кирлӗлӗхне ăнланакан, каланă кашни сăмах яваплăхне туякан çынсем ӗçленӗ. XXI ӗмӗр журналистики хаçатпа журналсен хут версийӗнчен электронлă форматпа телевидени çине куçса пырсан та пирӗн çынсем унчченхи пекех пичет сăмахне суйлаççӗ, шанчăклă кăларăмсене шанаççӗ.
Кăçал пире паллă пулăмсем кӗтеççӗ:  ТАССРа  – 100, Аслă Çӗнтерӗве – 75 çул, нумай-нумай спорт, общество мероприятийӗсем, халăхсен хушшинчи форумсемпе конференцисем. 2020-мӗш çаплах суйлав çулталăкӗ те. Тутарстансем республика Президентне, вырăнти хăйтытăмлăха депутатсем суйлӗç. Общество сиртен çак пулăмсене çутатакан интереслӗ те паха материалсем кӗтет.
ТАССР юбилейӗ республикăн ӗмӗрхи аталанăвне тӗрлӗ енлӗн хакламалли чи вăйлă информаци сăлтавӗ пулнине уйрăмах палăртас килет. Республика историйӗн паллă мар страницисем, историпе политика, ӗç, пултарулăх летопиçӗн тивӗçсӗр манăçнă çыннисем, нумай çул каяллахи çăмăл мар вăхăтсенчи паянхи кунччен мăнаçлантаракан пӗлтерӗшлӗ пулăмсем çинчен пӗлтермелле. Гуманизмла идеалсемшӗн кăтартнă ӗç паттăрлăхӗ, халăх энтузиазмӗ çинчен каласа памалла, кăтартмалла... Мӗншӗн тесен иртнӗ çитӗнӳсем – малашлăхри çӗнтерӳсен никӗсӗ. Сирӗн тӗллевӗр – 2020 çулхи халăх çыравӗ умӗн çав тери вырăнлă патриотизм туйăмне йӗркелесси, Тăван çӗршыва юратма воспитани парасси, нацисен хушшинчи хутшăнăва çирӗплетесси.
Хисеплӗ юлташсем! Сире тепӗр хут саламлатăп! Интереслӗ проектсем, иксӗлми пултарулăх энергийӗ, темăна тарăн та объективлă уçма сунатăп. Сывлăх, тăнăçлăх, телейпе ăнăçу!
ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ
Фарид МУХАМЕТШИН.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: