Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççей Почти июнӗн 6-мӗшӗнчен пуçласа 16-мӗшӗччен çырăнтару декади ирттерет

Хисеплӗ вулаканăмăрсем! Аван хыпар: Раççей Почти июнӗн 6-мӗшӗнчен пуçласа 16-мӗшӗччен çырăнтару декади ирттерет.

Çак тапхăрта «Сувара» тӗп хакран йӳнӗрехпе çырăнма пулать. Хаçата çыхăну уйрăмне кайса та, Раççей Почтин podpiska.pochta.ru сайчӗ урлă та çырăнма май пур. 

Юлташсем, хаçат çырăнас ӗçе июнӗн юлашки кунӗсене ан хăварăр, халех тума тăрăшăр, мӗншӗн тесен 2022 çулăн 2-мӗш çур çулӗ валли пичет кăларăмӗсем çырăнас кампани, практика кăтартнă тăрăх, çак уйăхăн юлашки кунӗчченех пымасть, маларах вӗçленет. Çавăнпа та çырăнтару декади вăхăтӗнче «Сувар» çырăнни питӗ тӗрӗс утăм пулӗ. 

Тата çакна та аса илтеретпӗр: хальхинче те «Сувара» çырăнакансен хушшинче редакци акци ирттерет – чаплă парнесем вылянтарать. Тӗп парне – 

электрогриль! Акцие хутшăнас текенсенчен «Сувара» 2022 çулăн иккӗмӗш çур çулне (6 уйăха) çырăннин квитанцине (е унăн копине) кӗтетпӗр: ăна редакцие хăвăра меллӗ майпа – почта урлă çырупа (420066, г.Казань, Декабристов, 2, а/я 64 адреспа), suvar@mail.ru электронлă адреспа е редакцин +79179076881 телефон номерӗ çине Ватсап урлă ярса памалла. Хăвăрăн тулли ятăра (хушамат, ят, аçăр ячӗ), адресăра тата телефон номерне çырса яма ан манăр. Квитанцисене 2022 çулхи июлӗн 10-мӗшӗччен йышăнатпăр.

Чăваш пулар, пӗрле утар!

«Сувар» индексӗ Тутарстанра – П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче – П7093. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев