Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççей Правительстви Ту-214 самолетсене граждан авиацине валли тăвассине пăхса тухать

Çак самолета санкцисем вăхăтӗнче граждан авиацийӗ валли резерв варианчӗ пек кăларасшăн, тесе пӗлтернӗ Правительство Председателӗн çумӗ Юрий Борисов

«Паянхи кун вӗсене ятарлă заказчиксем валли пӗчӗк серисемпе туса кăлараççӗ. Транспорт блокӗнчи ӗçтешсемпе пӗрле эпир самолетсен кирлӗлӗхне тата малтан мӗн тумаллине анализ тăватпăр. Ун тăрăх, тен эпир çак резерва та хута ярăпăр», - тесе палăртнă вице-премьер. Вăл пӗлтернӗ тăрăх, авиапромăн граждан сегментӗнчи лару-тăру патшалăх оборона заказӗпе танлаштарсан, йывăртарах. Юрий Борисов аса илтернӗ тăрăх, çакнашкал проектсене çӗршывсем хушшинчи анлă кооперацине шута илсе пуçарнă пулнă. Юлашки темиçе çул хушшинче авиапром импорта ылмаштарас программăсене хута янă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев