Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççей Правительствин председателӗ Михаил Мишустин паян çӗршыв гражданӗсене чӗнсе каланă

«Вирус питӗ хăвăрт сарăлать. Çăмăл формăпа чирлесе ирттересси пур чухне те пулмасть. Чир хыççăнхи йывăрлăхсем пурпӗр пур, вӗсене ансат тесе калама çук. Вӗсенчен сывлăха сыхлама привика пулăшма пултарать», – тесе каланă РФ Премьер-министрӗ.

Михаил Мишустин палăртнă тăрăх, лару-тăру начарлансан вăхăтлă сипленме тытăнас тесен, тӳрех врачпа канашламалла. Ку чухне вăхăтлă вакцинаци туни лайăх пулăшать. Вакцинăсем кашни регионра çителӗклӗ чухлӗ пур. Правительство пуçлăхӗ субъектсене мӗн чухлӗ вакцина кирлине маларах прогнозлама ыйтнă, ун сăмахӗсемпе препаратсен çителӗксӗрлӗхӗ пулмалла мар.

Йывăр эпидемиологи лару-тăрăвне пула Хусан мэрийӗнче ӗçлекеннисенчен çурри удаленкăна каять. Пресс-службăра палăртнă тăрăх, хула пурнăçне тимлекен, халăха çăмăллăхсем кӳрекен сотрудниксемсӗр пуçне ыттисем пурте килӗсенче ӗçлеççӗ.

Covid-19 алхаснине пула Тутарстанра халăх диспансеризацине вăхăтлăха чараççӗ. Коронавирус лару-тăрăвӗ япăхланнипе поликлиникăсене питӗ нумай пациент киле пуçланă. Çакна пула мӗн пур поликлиникăра планлă медицина пулăшăвӗ кӳме чарăнаççӗ. Çав вăхăтра вакцинаци уйрăмӗсем çаплипех ӗçлӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев