Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççейре çӗр улмипе пахча çимӗçсем ӳстерекенсем агротехника ӗçӗсем ирттерме субсиди илме пуçлӗç

Çакăн çинчен Каширăри теплица комплексне курса çаврăннă вăхăтра РФ Премьер-министрӗ Михаил Мишустин пӗлтернӗ. Тӳлевсем мӗн пур ӗçсене пырса тивӗç: анасене сухалассине, удобрени кӗртессине, вăрлăхсене хатӗрлесси, акасси, çумласси, çимӗçсене кăларса пуçтарасси.

Мишустин ăнлантарнă тăрăх, çӗнӗ федераллă проект хальлӗхе ӗçре. «Эпир çӗр улмипе пахча çимӗçсене ӳстерекенсен агротехнологи ӗçӗсемшӗн субсидисем пама тытăнатпăр. Ку питӗ пӗлтерӗшлӗ», – тесе палăртнă вăл.

Хăй енчен РФ ял хуçалăх министрӗ Дмитрий Патрушев çак проекта 2023 çулта хута яма палăртни çинчен пӗлтернӗ. Çак пуçару пахча çимӗç çитӗнтерекенсем валли унччен кӗртнӗ тӗрев майӗсене çирӗплетӗ. Пӗтӗмӗшле илсен вăл уçă грунтра пахча çимӗç ӳстерекенсене пулăшма кайӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев