Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççейри çăлавçăсен ертӳçи çынна хăтарса вилнӗ

Раççей МЧСӗн ертӳçи Евгений Зиничев сарăмсăр вилни çинчен пӗлтереççӗ хыпар хатӗрӗсем

Вăл Красноярск крайӗнчи Арктика зонинче чрезвычайлă лару-тăрăва ликвидацилессипе ведомствосем хушшинчи пысăк ученисем иртнине тишкерме кайнă пулнă.

Инкек министр Норильскра пушар частьне тунине инспекциленӗ вăхăтра пулса иртнӗ. Зиничевпа пӗрле Александр Мельник кинорежиссер пулнă. Вăл Арктика аталанăвӗ çинчен çӗнӗ фильм ӳкерме вырăн суйланă пулнă. Министр ту тăрринче шуса кайса шыва ӳкекен режиссера тытса чарас тесе хыçӗнчен сикет. Иккӗшӗ те чулсем çине ӳксе йывăр аманаççӗ. Вертолет вӗсене Норильскри больницăна илсе çитерсе ӗлкӗреймест, иккӗшӗ те вӗçевре вилсе каяççӗ. 

Евгений Зиничев 55 çулта пулнă.

РФ МЧС Пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев