Раҫҫей Президенчӗ тепӗр хут халӑха чӗнсе каларӗ

Ҫӗршыв ертӳçи палӑртнӑ тӑрӑх, ҫынсем Конституцири право формулировкисемшӗн ҫеҫ сасӑламаҫҫӗ
Ҫӗршыв Конституцине кӗртме сӗннӗ тӳрлетӳсене халӑх йышӑнсан кӑна вӗсем вӑя кӗреҫҫӗ, ҫавӑнпа та плебисцита кашни сасӑлакан хутшӑнни кирлӗ. Ҫакӑн ҫинчен паян Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Ржевра салтак палӑкне уҫас умӗн тӳрӗ эфирта каларӗ.
Ҫӗршыв ертӳçи палӑртнӑ тӑрӑх, ҫынсем Конституцири право формулировкисемшӗн ҫеҫ сасӑламаҫҫӗ. "Эпир хальхи вӗрентӳллӗ, хальхи сывлӑх сыхлавӗллӗ, шанчӑклӑ социаллӑ хӳтлӗхлӗ, общество на пӑхӑнакан эффективлӑ влаҫлӑ, хамӑр пурнас текен ҫӗршывшӑн сасӑлатпӑр. Эпир хамӑр ачасене парса хӑвармалли ҫӗршыв пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшатпӑр, ҫавӑншӑн сасӑлатпӑр", – терӗ Путин.
РФ Президенчӗн сӑмахӗсемпе, йышӑнас пулсан, тӳрлетӳсем ҫӗршывӑн Тӗп законӗнче граждансемшӗн кирлӗ тӗп пахалӑхсене ҫирӗплетеҫҫӗ. Ку вӑл ӗҫ ҫыннисене, аслӑ ӑрурисене хисеплесси, ачасене пӑхасси, вӗсен кӑмӑл-сипет воспитание тимлӗх уйӑрас си.
"Эсир тӗрев парсан, Тӗп законӑн тӳрлетӗвӗсем ҫак пахалӑхсемпе принципсене чи ҫӳллӗ конституциллӗ гаранти пек ҫирӗпленеҫҫӗ",– тесе палӑртнӑ вӑл.
Путин каланӑ тӑрӑх, тӳрлетӳсем ҫӗршывӑн стабильлӗ аталанӑвне, ҫынсен тивӗҫлӗ пурнӑҫне пырса тивеҫҫӗ. Вӗсем Раҫҫей суверенитетне упрамалла, историне, культурӑна, тӑван чӗлхене унта пурӑнакан ҫынсен йӑлисене хӳтӗлемелле.
"Тепӗр хут хамӑн шухӑша палӑртатӑп, вӑл татӑклӑ та улшӑнми: Конституцин ҫӗнетнӗ тексчӗ, улӑштарма сӗннӗ мӗн пур тӳрлетӳсем – эсир ырласан ҫеҫ вӑя кӗрӗҫ", – пӗтӗмлетрӗ ҫӗршыв пуҫлӑхӗ.
Юнкун, июлӗн 1-мӗшӗнче Раҫҫейре Конституцине тӳрлетӳсем кӗртесси пирки сасӑлавӑн тӗп кунӗ пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
23 января 2021 - 19:07Тутарстанра пысăк вырăнта ӗçлекен «куккасăрах» лайăх карьера тума май пур халь Пуçаруллисене, пултаруллисене аталанма, пурнăçра хăй вырăнне тупма пулăшакан проекта республика валли вăйлă кадрсем хатӗрлемелли шкул теме те пулать. Унта лекнӗ çамрăксене тренерсем çулталăк тăршшӗпех вӗрентеççӗ, çак вăхăтра вӗсемпе мастер-классем, тренингсем ирттереççӗ, республика лидерӗсемпе тӗл пулаççӗ. Çапла майпа сезон вӗçленнӗ тӗле кандидат хăйӗн проектне хатӗрлеме кăна мар, ăна мӗнле тӗрӗс пурнăçа кӗртмеллине те хăнăхса çитет. 2020 çулта кăна, тӗслӗхрен, проектăн X тата XI сезонӗсене хутшăннисем хăйсен проекчӗсемпе 6000000 тенкӗлӗх грант çӗнсе илнӗ. Паллах, чи пултаруллисем республикăн кадрсен резервне лекеççӗ. Шăпах вӗсемпе çӗнелсе пырӗ те республикăн ертӳлӗхӗ. 2009 çултанпа проекта хутшăннă 12600 çамрăкран 2170-шне вӗрентсе кăларнă (вӗсем пурте проектăн финалне çитнӗ). 210-шне республикăн патшалăх тата муниципаллă власть органӗсене ӗçе илнӗ, 260-шне – промышленноçпа коммерци секторне. Çак вăхăтра проекта хушăннисен 75 проекчӗ пурнăçа кӗнӗ, 2350 социаллă акци, 350 ытла интерактивлă вӗрентӳ мероприятине ирттернӗ.5600
-
23 января 2021 - 18:56«Дакар – 2021» ралли-рейдра штурмансене кăçал Сауд Аравийӗн çутçанталăкӗпе киленме май пулман Шăп пӗр эрне каялла, январӗн 15-мӗшӗнче, Сауд Аравийӗнче Халăхсен хушшинчи «Дакар – 2021» ралли-рейд вӗçленчӗ. Массăллă хыпар хатӗрӗсенчен пӗлетпӗр ӗнтӗ, кăçал грузовиксен хушшинче малтанхи виçӗ вырăна та Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда йышăнчӗ: пьедестал çинче пирӗннисем тăчӗç, чыслав церемонийӗнче Раççей гимнӗ янрарӗ. «КАМАЗ-мастер» тепӗр хут Раççей автомобилӗсем чи шанчăклине, хăватлине, спортсменӗсем чи чăтăмлă тата опытлине кăтартса пачӗ. «Сувар» вулаканӗсем асăннă командăн йышӗнче хамăрăн ентешӗмӗр, Çырчалли чăвашӗ Дмитрий Никитин пулнине аван пӗлеççӗ. Кăçал вăл тăваттăмӗш хут А.Шибалов экипажӗн йышӗнче штурман пулса «Дакара» хутшăнчӗ, виççӗмӗш хутчен çак ăмăртуран призлă вырăнпа таврăнчӗ. Кăçал экипаж 2-мӗш вырăн йышăнса «Кӗмӗл бедуина» тивӗçрӗ. Сауд Аравийӗнчен таврăнсанах эпир Дмитрий Никитинпа тӗл пултăмăр, вăл хаваспах пирӗн ыйтусем çине хуравларӗ.6401
-
23 января 2021 - 10:17Яла çӗклеме Иван Иванович Казанков пулăшрӗ Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялне Тутарстанра питӗ лайăх пӗлеççӗ. Кунта çын валли ӗç те, пурăнма çурт та, сипленме хуларинчен кая мар больница та, вӗренме хăтлă шкул та – йăлтах пур. Хăв кăна ан ӳркен. Ытти тăрăхра çамрăк çемьесен шучӗ чакса пырать пулсан, кунта ӳсет. Çаксем пурте йăлтах пӗр çын – Сиктӗрме-Хусанкайӗнчен тухнă Иван Казанков тăрăшнипе пулнă. Хăй вăл Марий Элти Звениговăра пурăнать, унта йӗркелесе янă совхоз вара Раççей шайӗнче кӗрлесе тăрать.8100
-
22 января 2021 - 20:13Тӗрӗсленӗ машинасенчен 96-шӗ ҫӗмрӗк пулнӑ Тӗрлӗрен ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн таксистсене 1,5 пин штраф ҫырса панӑ9001
-
18 ноября 2020 - 12:44Ҫул-йӗр ҫинчен
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
22 января 2021 - 20:35Эс пурри пирӗншӗн чăн телейÇӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурăнакан тăванăмăр Зинаида Дмитриевна ВАНЮШКИНА январӗн 19-мӗшӗнче 80 çул тултарчӗ4200
-
22 января 2021 - 20:25Сирӗн пурнăç – пирӗншӗн ыр тӗслӗхСывлăхăр юман пек çирӗп, утас çулăр вăрăм пултăр, чӗрӗрсем çурхи кун пек юрлаччăр, куçăрсем телейлӗ çиçчӗр2700
-
22 января 2021 - 20:19Эпир сире изумруд туйпа ăшшăн саламлатпăр!Кил тӗрекӗ – атте, чун тӗрекӗ – анне2900
-
28 мая 2018 - 16:38Хăвăрт та, ансат та Çӗнӗ çултан «Сувар» хаçатри саламсене эпир интернетри сайтра та пичетлеме пуçларăмăр. Саламне çырса пирӗн suvar@mail.ru электронлă почта çине ярса памалла. Тӳлеме те питӗ ансат. Çакна смартфонри «Сбербанк-онлайн» приложени урлă тума тата йӳнерех те.115000
-
21 января 2021 - 18:45Тутарстан Президенчӗ хуласене юртан хӑвӑртрах тасатма хушнӑ Влаҫ вертикалӗн ҫитменлӗхӗсенчен пӗри – пуҫлӑх хушмасӑр нукерсем йӑшӑлтатма пуҫламаҫҫӗ11500
-
21 января 2021 - 17:29Пӗччен ӗҫлекенсен тупӑшӗ ӳссе пырать Тутарстанра вӗсен шучӗ 102435 ҫынна ҫитнӗ10400
-
21 января 2021 - 18:25Ача ҫуралассипе пирӗн республика мала тухнӑ Демографи статистики ҫине ҫуралакансем кӑна мар, вилекенсем те витӗм кӳреҫҫӗ10200
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика