Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин вӗренӗве аталантарма ҫӗнӗ майсене палӑртрӗ.

Вӗсен хушшинче - 1,3 пин шкул йӗркелесси, 16 пин шкул автобусӗ туянасси тата колледжри тата техникумри кураторсене 5 пин тенкӗ укҫа хушса тӳлесси

Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин вӗренӗве аталантарма ҫӗнӗ майсене палӑртрӗ. Вӗсен хушшинче - 1,3 пин шкул йӗркелесси, 16 пин шкул автобусӗ туянасси тата колледжри тата техникумри кураторсене 5 пин тенкӗ укҫа хушса тӳлесси. Ҫакӑн ҫинчен Владимир Путин Федераллă пухăва чӗнсе каланă вăхăтра пӗлтерчӗ.

Вӑл ачасен пурнӑҫӗнче ӑнӑҫу та ҫитӗнӳсем патне илсе пыракан ҫул шӑпах шкулта пуҫланнине палӑртрӗ. Президент сăмахӗсем тăрăх шкул ачасемшӗн шав иккӗмӗш кил пекех пулнă, çавăнпа та унăн хăтлă та тирпейлӗ пулмалла.

"Ҫавӑнпа та 2024 ҫул вӗçӗ валли эпир 1300 ҫӗнӗ шкул тӑвӑпӑр, унта миллион ытла ача вӗренме пултарӗ. Унсӑр пуҫне 4 ҫул хушшинче 16 пин автобус туянăпӑр — вӗсем çӗнӗ йышши тата шанчăклă пулмалла", — палӑртрӗ Путин.

Пӗлтӗртенпе класс ертӳҫисен ӗҫ укҫи ҫумне кашни уйăх 5000 тенкӗ хушса паратпăр. "Техникумсемпе колледжри кураторсен ӗç укçи патне те ҫавӑн пекех 5 пин тенкӗ хушмалла", —вӗçлерӗ Владимир Путин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев