Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раҫҫей тата Америка президенчӗсен калаҫӑвӗ хирӗҫӳллӗ пулман

Декабрӗн 7-мӗшӗнче Путинпа Байден хӳтӗленнӗ видеоҫыхӑну урлӑ пӗр-пӗринпе калаҫнӑ.

Раҫҫей Президенчӗн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Путинпа Джо Байден видеокалаҫӑвӗ конструктивлӑ пулнӑ, анчах та пире ытларах результативлӑх кирлӗ.

Кремль представителӗн сӑмахӗсемпе, АПШ-па Раҫҫей хушшинчи хутшӑнусем ӑшӑнассин перспективи пирки калаҫма иртерех-ха.
Патшалӑхсен ертӳҫисем ҫывӑх вӑхӑтра икӗ ҫӗршыв енчен "хӗрлӗ йӗрсем" пирки канашлусем ирттерекен шаннӑ ҫыннисене яваплама калаҫса татӑлнӑ. 
Песков палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ ҫӗршыв хушшинчи хутшӑнусем улшӑнасси ҫак представительсем еплерех калаҫса килӗшнинчен килет. Вӗсем туса ирттернӗ ӗҫ тӑрӑх президентсем тепӗр хут куҫа-куҫӑн калаҫмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев