Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раҫҫейӗн Ӗҫ Паттӑрне Минтимер Шаймиева бюст уҫнӑ

Минтимер Шаймиевӑн хастар ӗҫне халӑхсем хушшинчи авторитетлӑ ЮНЕСКО организацийӗ те йышӑннӑ

Паян Актаныш районӗнчи Аняково ялӗнче Тутарстанӑн пӗрремӗш Президенчӗн бронза бюстне чаплӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ.
Церемоние ТР Президенчӗ Рустам Минниханов тата Федерацин Атӑлҫи округӗнчи Раҫҫей Президенчӗн полномочиллӗ представителӗн ҫумӗ Игорь Паньшин хутшӑнчӗҫ.
"Минтимер Шарипрвич Шаймиевӑн бюстне уҫни паллӑ ентеше хисепленине пӗлтерни кӑна мар, воспитани пӗлтерӗшӗллӗ пулӑм та", – тенӗ Рустам Минниханов хӑйӗн сӑмахӗнче.
"Минтимер Шарипрвичӑн пурнӑҫ ҫулӗ тутарстансен ӳсекен ӑрӑвӗшӗн ҫутӑ тӗслӗх тата ориентир. Шӑп ҫакӑн пек тӗслӗхсемпе эпир ҫамрӑк ӑрӑва, чӑн-чӑн патриотсене ӳстермелле",–тесе палӑртнӑ вӑл.
Минниханов аса илтернӗ тӑрӑх, республикӑн пӗрремӗш Президенчӗн ячӗпе тутарстансен ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса паракан программӑсемпе проектсем ҫыхӑннӑ. Ку вӑл юхӑннӑ ҫурт-йӗр ликвидацийӗ, ялсен газификацийӗ, социаллӑ ипотека. Чылай Программӑпа тата проектпа Тутарстан ҫӗршывра малта пынӑ та, пырать те.
Минтимер Шаймиевӑн хастар ӗҫне халӑхсем хушшинчи авторитетлӑ ЮНЕСКО организацийӗ те йышӑннӑ, вӑл культурӑсем хушшинчи диалог йӗркелессине ятарлӑ посланник пулса тӑрать. Вӑл пуҫарнӑ Свияжскпа Пӑлхара ҫӗклес проектсене республикӑра пурӑнакансем кӑна мар, Раҫҫейри ытти регионсенче, ют ҫӗршывсенче пурӑнакан меценатсем те тӗрев пачӗҫ.
Мӑсӑльмансен умми Шаймиева Пӑлхарти ислам академине тунӑшӑн пархатарлӑ. Православи тӗнчи Хусанти Турӑ Амӑшӗн соборне туса пӗтерессе кӗтет.
ТР Патшалӑх канашҫи халӗ те ӗҫлеме чарӑнман, вӑл нумай чӗлхеллӗ шкулсене тӑвассипе ҫыхӑннӑ проекта пурнӑҫлать.
"Хам ятран, Президент пек мар, хам ятран Минтимер Шарипрвича тав тӑватӑп. Эсир пирӗн вӗрентекен",– тенӗ Рустам Минниханов. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев