Сувар

Раҫҫейре Халӑх ҫыравне кӗркуннене куҫарнӑ

Ӑна хӑҫана куҫарсан та, пирӗн, чӑвашсен хамӑр йыша чакарттармалла мар.

Ҫӗршывӑн Правительстви Пӗтӗмраҫҫейри халӑх переписӗн тӗп тапхӑрне 2021 ҫулхи апрель уйӑхӗнчен сентябре куҫарни ҫинчен Росстатӑн ертӳҫин ҫумӗ Павел Смелов пӗлтернӗ. Ун сӑмахӗсемпе, переписӗн малтанласа тунӑ пӗтӗмлетӗвӗсем 2022 ҫулхи январь-февраль уйӑхӗсенче паллӑ пулаҫҫӗ.

Халӑх ҫыравӗн тӗп тапхӑрне куҫарнӑ сӑлтав – эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ еплерех пулассин паллӑмарлӑхӗ. 2020 ҫулта Covid-19 лару-тӑрӑвӗ мӗнлерех пулнине шута илсе перепись ирттермелли ҫӗнӗ вӑхӑта сентябрь уйӑхӗнче палӑртнӑ. "Эпир эпидеми пӗлтӗр еплерех аталаннине пӑхрӑмӑр: чирлекенсем тата вилекенсем пуринчен те ытларах чакнӑ вӑхӑт сентябрь уйӑхӗ пулна", – тесе пӗлтернӗ Росстат ертӳҫин ҫумӗ. 

Пӗтӗмраҫҫейри халӑх ҫыравне ӗнтӗ иккӗмӗш хут куҫараҫҫӗ, малтан вӑл 2020 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче пӳлмаллаччӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: