Раҫҫейре ҫӳренӗ машинасене сутас йӗркене улӑштараҫҫӗ
Процедурӑна уйрӑм ҫынсем кӑна хутшӑнма пултарӗҫ тата вӑл ҫулсем тӑрӑх ҫӳреме ӗлкӗрнӗ машинасене кӑна сутма май парӗ
Майӑн 1-мӗшӗнчен хуҫаллӑ автомобильсене сутас тата туянас йӗркене темиҫе улшӑну кӗрет. Ҫакнашкал хушӑва Цифра министерствин правопа норматив аксӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ
Право улшӑнӑвӗ машинасене сутса туянас сделкӑна патшалӑх услугисен попталӗ урлӑ ирттерме май парать: документсене электронлӑ подписьпе ҫирӗплетсе ГИБДД-на регистрацилеме онлайн-меслетпе яма пулать.
Анчах процедурӑна уйрӑм ҫынсем кӑна хутшӑнма пултарӗҫ тата вӑл ҫулсем тӑрӑх ҫӳреме ӗлкӗрнӗ машинасене кӑна сутма май парӗ
Суту-илӳ слелкине тӑвас тесен автон ҫӗнӗ хуҫи транспорт хатӗрӗн паспортне, ренистраци ҫинчен калакан свидетельствона, Кивӗ хуҫи ҫине ҫырса панӑ ОСАГО полисне (пур пулсан) сайта лартмалла, унтан ГАИ-не заявлени ярса памалла. Сутакан машинан кивӗ номерне хӑйне хӑварасси пирки ҫавӑнтах йышӑну тӑвать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев