Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раиса Сарпи паянтан официаллă халăх поэчӗ

Паян илемлӗ литературӑри ҫитӗнӳсемшӗн тата нумай ҫулхи пултарулӑх ӗҫӗшӗн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ЧР Профессионал-ҫыравҫӑсен союзӗн пайташне Раиса Сарипине "Чӑваш халӑх поэчӗ" хисеплӗ ята парса чысласси ҫинчен Указ кӑларнӑ.

Раиса Сарпи (Раиса Васильевна Бородкина-Яковлева) 1951 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралнă.

Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчи чăваш уйрăмне пĕтернĕ. Сăвăсем çырма ачаранах пуçланă. Пĕчĕккисем валли те, аслисем валли те çырать. 20 кĕнеке авторĕ.

Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ тата Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен Нежип Фазыл ячĕллĕ премисен лауреачĕ. Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк çамрăкĕсен VIII-мĕш фестивалĕн лауреачĕ. Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен эстрада юррисен «Кĕмĕл Сасă» III фестиваль-конкурсăн «Чи лайăх поэт» ятне илме тивĕç пулнă (2002 ç).

Раиса Сарпи Чăваш Республикин Профессионал-ҫыравҫӑсен союзӗн, Раççей писателĕсен союзĕн пайташӗ.

Раиса Васильевнӑна ҫак хисеплӗ ята тивӗҫнипе саламлатпӑр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев