Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раккассисем çӗнӗ кӗнекене ял кунӗнче хăтлӗç

Раккассисем кăçалхи декабрӗн 21-мӗшӗнче 11 сехетре ялăн 295 çуллăхне паллă тума ялти клуба пухăнаççӗ. Çӗнӗ кӗнекене шăпах çавăнта, ял уявӗнче хăтлама палăртатпăр.

Пăва районӗнчи Раккассинче çуралса ӳснӗ, пирӗн вулакансем лайăх пӗлекен паллă журналистăн, Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ ӗçченӗн Анатолий Тимофеевăн вун улттăмӗш кӗнекин – «Тăван ялăм, савнă ялăм, Раккасси» ят панăскерӗн, малтанхи экземплярӗсем пичетленсе тухнă. Ăна автор Шупашкарти «Çӗнӗ вăхăт» издательствăра кăларнă. Автор, нумай тӗпчевçӗ, ялти паллă çынсем пулăшнипе хатӗрленӗ кăларăмра, Тăхăрьял тăрăхӗнчи пысăках мар ял мӗнле йӗркеленни тата аталанни, унта çуралса ӳснисенчен чылайăшӗ Тутарстанра кăна мар, Раççейӗпех паллă çынсем пулса тăни çинчен ӗненмелле çырса кăтартать.

Сирӗн çӗнӗ кӗнекӗрпе вулакансем ăçта паллашма пултараççӗ? – текен ыйту çине Анатолий Артемьевич кӗскен çеç çапла хуравларӗ:

Историксем çирӗплетнӗ тăрăх, Чăнлă хӗррипе вырнаçнă ял вырăнне чи малтанхи ушкăн 1724 çулта килсе çитнӗ. Çавна май раккассисем кăçалхи декабрӗн 21-мӗшӗнче 11 сехетре ялăн 295 çуллăхне паллă тума ялти клуба пухăнаççӗ. Çӗнӗ кӗнекене шăпах çавăнта, ял уявӗнче хăтлама палăртатпăр. Çапла вара типографин ырă сăр шăршиллӗ пысăк мар кăна кăларăмне чи малтан таçтан та килнӗ хăнасем алла илеççӗ тата хак парççӗ, унтан вăл вулама юратакансем патне çитет.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: День села