Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раштавра тӳпе çăлтăрлă-тăк – тулăх пурнăç пулать

«Сувар» хаçат редакцийӗ пурне те Раштав ячӗпе саламлать, ырлăх-сывлăх, телей, тăнăç пурнăç, юрату, çитӗнӳсем сунать.

Раштав – чиркӳ праçникӗсенчен чи пысăккисенчен пӗри шутланать. Христиан тӗнне ӗненекенсем ăна тӗплӗн хатӗрленсе кӗтсе илеççӗ: Раштав типпи тытаççӗ, уяв умӗнхи каç чиркӗве каяççӗ, тутлă апат-çимӗç хатӗрлеççӗ. Раштав сӗтелли çинче вун иккӗрен кая мар тӗрлӗ апат пулмалла-мӗн.

Раштавра çанталăка уйрăмах сăнамалла:

* Раштав умӗнхи каç тӳпе тăрă та çăлтăрлă-тăк, тырпул ăнса çитӗнет;

* Праçник кун ир çинчен юр çăвать пулсан – тулăх пурнăçа, ăнăçăва;

* Енчен те Раштав тӗлне çанталăк ăшăтса ячӗ-тӗк – тухăç япăх пуласса;

* Раштав кун тăман тухсан – тулă лайăх çитӗнессе, утарçăсемшӗн те лайăх паллă ку;

* Раштавра ăшă пулсан, çуркунне сивӗ килет теççӗ;

* Лапка-лапка шултра юр çусан – тырпул ăнса пуласса.

«Сувар» хаçат редакцийӗ пурне те Раштав ячӗпе саламлать, ырлăх-сывлăх, телей, тăнăç пурнăç, юрату, çитӗнӳсем сунать.

(«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Праздник