Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Районсем Раҫҫей гранчӗсене ҫӗнсе илеҫҫӗ

Конкурс пуҫланнӑранпа Тутарстан муниципалитечӗсем федераллӑ бюджетран пурӗ 1,6 млрд тенкӗлӗх грантсем ҫӗнсе илме пултарнӑ

  Тутарстан пӗчӗк хуласене тирпей кӗртмешкӗн 490 млн тенкӗ ҫӗнсе илнӗ.

Пӗчӗк хуласенче тата историллӗ поселенисенче комфортлӑ хутлӑх йӗркелессипе чи лайӑх проектсен Пӗтӗмраҫҫейри IV конкурсра Тутарстанри 12 проектран 8-шӗ ҫӗнтернӗ.

Ҫак укҫасемпе Пӗкӗлмери тӗп пӗве ҫумӗнчи территорине, Пӑвари тӗп лапама, Азнакайри Черная юханшыв ҫыранне, Нӳрлатри "Кондурча" парка, Мамадышри Вятка ҫыранӗн хӗррине, Теччӗри Троицки урамне тата Вшиха тӑвне, Менделеевскри "Ушков утравӗсене" тата Мензелинскри Ленин паркне хӑтлӑх кӗртмелле.

Конкурс пуҫланнӑранпа Тутарстан муниципалитечӗсем федераллӑ бюджетран пурӗ 1,6 млрд тенкӗлӗх грантсем ҫӗнсе илме пултарнӑ.

 2018 ҫулта Тутарстанри 14 проект 905 млн тенкӗлӗх грантсем ҫӗнсе илнӗ. 2019 ҫулта Мамадышри ҫутҫанталӑкпа спорт комплексӗн проекчӗ 60 млн тенкӗ илнӗ, 2020 ҫулта Павлӑ, Заинск, Лайӑш 185-шер миллион тенкӗлӗх грантсем ҫӗнсе илнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев