Районсенче массӑллӑ спорт аталанать
2021 ҫулта "Спорт – пурнӑҫ норми" федераллӑ проекта кӗрекен "Демографи" наци проекчӗпе Тутарстанри 4 районра ГТО нормативӗсене пама хатӗрленмелли спорт площадкисем уҫӑлӗҫ
Ку вӑл Нурлат, Ешӗлвар, Чистай, Ҫӳльту районӗсем. Ҫавӑн пекех кӑҫал Кукморта универсаллӑ спортзала хута янӑ. Унсӑр пуҫне Хусанти 1301мӗш шкул территорийӗнчи физкультурӑпа сывалу комплексӗ валли стендпа перекенсем валли спорт инвентарӗ туяннӑ.
Наци проекчӗсем 2019 ҫултанпа Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путинӑн "майри указӗсемпе" килӗшӳллӗн пурнӑҫланаҫҫӗ. Вӗсем ҫӗршывӑн стратегиллĕ аталанӑвӗн 12 енне пырса тивеҫҫӗ: "Сывлӑх сыхлав", "Вӗрентӳ", "Экологи", "Демографи", "Наука", "Культура", "Ҫурт-йӗрпе хула хутлӑхӗ" тата ытти те.
"Демографи" наци проекчӗн тӗллевӗ физкультурӑпа тата спортпа тӑтӑшах аппаланакан ҫынсен шутне 55 процента ҫитересси. Ҫак кӑтарту патне ҫитес тесен чи малтан ГТО комплексне аталантармалла, мӗншӗн тесен вӑл массӑллӑ спорт драйверӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев