Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Регионсен чиккисене питӗрме шутламаҫҫӗ

Паянхи куна регионсене, уйрӑммӑн илсен Тутарстан Республикине хупас ыйту тӑмасть

Коронавирус инфекцине пула Тутарстан ҫыннисене республика тулашне тухса ҫӳреме чарма палӑртмаҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене ТР Роспотребнадзор Управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Любовь Авдонина пӗлтернӗ.

"Паянхи куна регионсене, уйрӑммӑн илсен Тутарстан Республикине хупас ыйту тӑмасть. Ҫакӑн кирлӗлӗхӗ те ҫук. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче пандемине пула кӗртнӗ мӗн пур мероприятисем кирлӗччӗ. Ҫав шутра регионсене кӗрсе тухасси те. Паянхи кун ҫак мероприятисем актуаллах мар", – тесе палӑртнӑ спикер.
Любовь Авдонина сӑмахӗсемпе, паянхи куна региона хупасси палӑртӑнмасть те, сӳтсе те явӑнмасть.
ТР сывлăх сыхлав министрӗн ҫумӗ Владимир Жаворонков сӑмахӗсемпе, Тутарстанра стабильлӗ лару-тӑру.
Маларах хыпар хатӗрӗсенче Раҫҫейӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Михаил Мурашко граждансене регионсенче тата регионсем хушшинче куҫса ҫӳреме чарма сӗнни ҫинчен ҫырнӑччӗ. Анчах каярах ҫак информацие тӗрӗс мар тата контекстран сӗтӗрсе илнӗ тесе пӗлтерчӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев