Репетитор тытса чӑвашла вӗрентме пулать
Хӑҫанччен хевте ҫитереймесӗр ларатпӑр-ши ӗнтӗ эпир?
Халӑхсем хушшинчи ятпа "Сэлэт" форум Пӳлерте 8-мӗш хут иртет. Музей-заповедник территорийӗ июнӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 5-мӗшчен пурӗ 18 пин ытла ҫынна йышӑнӗ. Ачасемпе ҫамрӑксемсӗр пуҫне унта Раҫҫейри 45 регионран тата 15 ют ҫӗршывран килнӗ хӑнасемпе экспертсем пулӗҫ.
Ачасен пурӗ 6 профильлӗ смена пулать: SOFT SKILLS BILER FORUM, ARTS BILER FORUM, SELET BILER FORUM, IT BILER FORUM, LEADERS BILER FORUM, МШТ BILER FORUM.
Форумӑн кашни смени ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхне тӗрлӗ енчен аталантарать. Анчах чи пӗлтерӗшли кунта вӑл мар. Ҫак ӗҫ-пуҫа тутар чĕлхипе йӗркелесе пыраҫҫӗ.
Паянхи чӑвашсем те хӑйсен ачисене аслӑ пурнӑҫа хатӗрлемеҫҫӗ мар. Ятарлӑ шкулсенче, коледж-лицейсенче пӗлӳ пухтараҫҫӗ, вӗсене хальхи технологисен системине интеграцилеҫҫӗ. (И. Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ).
Вӑл енчен чӑваш ачисем катӑк мар. Хӑйсен ҫак малта пыракан енӗсене тӑван чӗлхепе шухӑшласа, калаҫса, ҫырса аталантарайманнипе ҫеҫ катӑк.
"Сэлэт" вара шӑпах ҫак ене мала хурса тутар халӑхӗн тӑван чӗлхеллӗ элитине хатӗрлет.
Хӑҫанччен хевте ҫитереймесӗр мӗскӗнленсе ларатпӑр-ши ӗнтӗ эпир? Вӑхӑт иртет вӗт.
- Ҫук, - килӗшмӗҫ манпа нумайӑшӗ, - чӑвашсем хӑватлӑ тата мӑнаҫлӑ халӑх. Ҫапла. Ҫӗрме пуянсем те пирӗн хушӑра сахал мар. Анчах та вӗсем чӑваш чӗлхине аталантариччен луччӑ чиркӳ тума укҫа параҫҫӗ. Шеллемеҫҫӗ тата! Миллионӗ-миллионӗпе... Чӑваш ачисем чӑвашла вӗренччӗр тесе чиркӳ тунӑ чухлӗ укҫа парсан, пирӗн лару-тӑру пачах урӑхла пулатчӗ. Вӑл укҫасемпе, Тур каҫарӑр, кашни чӑваш ачине репетитор тытса чӑвашла вӗрентме пулать.
Кашнийӗ ырӑ ятлӑ пулса ҫӑтмаха лекесшӗн, кунпа тавлашма ҫук. Ҫапах та "пурнӑҫ хуҫисем" ҫӗрпе хуплансан, ҫӗр ҫинче хӑйсене чӗлхе панӑ халӑхне мӗнпе тӑратса хӑвараҫҫӗ?
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев