Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республика аслӑ уява паллӑ тума хатӗрленет

Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра журналистсем ТР Вӗрентӳ, Культура, Ҫамрӑксен ӗҫӗсен министерствисем мӗн хатӗрленине пӗлчӗҫ

Владимир Путин Указӗ тӑрӑх 2020 ҫула Астӑвӑмпа Мухтав ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ.

Республикӑри министерствӑсенче ку енӗпе ӗҫлекенсем хӑйсен планӗсемпе паллаштарчӗҫ. Ҫапла журналистсем ТР Вӗрентӳ, Культура, Ҫамрӑксен ӗҫӗсен министерствисем мӗн хатӗрленине пӗлчӗҫ. Малтан ТР вице-премьерӗ Лейла Фазлиева статистика кӑтартӑвӗсемпе паллаштарчӗ.

Паянхи куна Тутарстанра 33216 вӑрҫӑ ветеранӗ, 1195 - ҫапӑҫусене хутшӑннисем, 150 - Ленинград блокадинче пулнисем, 156 ҫын ҫул ҫитмен вӑхӑтра концлагерьте пулнисем.
Тутарстанран 185 ҫын Совет Союзӗн Геройӗ ятне илме тивӗҫнӗ. 48 ҫынна Мухтав орденӗн 3 степенӗпе наградӑланӑ.
ТР вице-премьерӗ Лейла Фазлиева пӗлтернӗ тӑрӑх, уявпа ҫыхӑннӑ федераллӑ тата республика тӳлевӗсем вӑхӑтлӑ пулаҫҫӗ. Анчах та ветеран сасартăк вилсе кайрӗ пулсан, тӑванӗсем вӑл тӳлевсене илеймӗҫ. 
Ветерансем ҫамрӑк мар, ТР Сывлӑх сыхлав министерстви вӗсене тӑтӑшах диспансеризаци иртме сӗнет.
Вӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси ыйту татӑлнипе пӗрех. 19 пин ытла ҫынна хваттер е ҫурт туянма субсиди панӑ. Тата 38 ҫыннӑн ыйтӑвне татса парасси юлнӑ.
Тӑвӑн Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене халалланӑ палӑксене юсаса ҫӗнетес ӗҫе муниципалитетсене явапланӑ.
Салтаксен виллисене ҫапӑҫу хирӗнче шыракансене те мухтарӗ спикер. Тутарстансен кунта мӑнаҫланмалӑх пур.
Культура
Театрсем, кинотеатрсем, музейсем тата ытти культура учрежденийӗсем те анлӑ мероприятисен программине хатӗрлеҫҫӗ. Социаллӑ сетьсем те пушӑ пулмасса шантараҫҫӗ культура министерствинче ӗҫлекенсем. 
Ҫамрӑксем
ТР Ҫамрӑксен министерстви 50 ытла мепопряти ирттерет. Шырав экспедицийӗсене 300 ытла ҫамрӑк хутшӑнать. Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗн кунӗ ҫитме 75 кун юлсан Ҫамрӑксен ӗҫӗсен министерстви "Ҫӗнтерӳ ҫинчен 75 факт" акцие пуҫлать.
Февральтен пуҫласа апрельччен районсенче шкул ачисен "Зарница" вӑййи иртет.
Вӗрентӳ
Республикӑри шкулсенчи музейсенчи стендсене ҫӗнетӗҫ, ачасем Асӑну акцийӗсене хутшӑнӗҫ. Социаллӑ сетьсенче те анлӑ ӗҫ илсе пырӑнӗ. Ӳсекен ӑру сывӑ ветерансемпе тӗлпулнин пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине палӑртрӗҫ спикерсем. Ҫӗнтерӳ темипе вӗренекенсен хушшинче тутарла, вырӑсла, чӑвашла, марилле, удмуртла, мордвалла сочиненисен конкурсне ирттерет Вӗрентӳ министерстви.
Пӗлтӗрхи пекех МФЦ-сенче вӑрҫӑра пулнӑ тӑвансен сӑнӳкерчӗксене пичетлеме май пулӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев