Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республика кунӗпе хусансене "Ҫиларман" саламлать

16 сехетрен Хусанти Кремль ҫумӗнчи ҫыран хӗрринче Шупашкарти "Ҫиларман" ушкӑн юрлать

Августăн 30-мӗшӗнче республика кунне палăртатпăр. 2020 çул – ТАССР 100 çуллăхӗн çулталăкӗ пулнипе Тутарстан Респуб­ликин тӗп кунӗ кăçал тата та пӗлтерӗшлӗрех. Вăл коронавирус лару-тăрăвӗнчи пӗрремӗш массăллă мероприяти пулса тăрӗ. Кун пирки Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн ертӳçин çумӗ Любовь Авдонина пӗлтернӗ. Паллах, массăллă мероприятисем санитари нормисемпе правилисене пăхăнса иртӗç. Концерт площадкисене çынсене шутласа кӗртӗç. 4 тăваткал метрта 1 çынран ытла пулмалла мар.

Тутарстансене Республика кунӗпе янă саламлă çырусем кӗçнерникунах килме пуçларӗç. РФ Федераллă Пухăвӗн Федераци Канашӗн Председателӗ Валентина Матвиенко респуб­ликăра пурăнакансене уявпа пӗрремӗш саламларӗ.  

ТР Культура министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, мероприятисем темиçе площадкăра иртеççӗ. Г.Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи театрӗ умӗнче ТР Президенчӗ Рус­там Минниханов тӗрев панипе иртекен çамрăк ӗçлекенсен «Наше время – Безнен заман» фестиваль çӗнтерӳçисен концерчӗ пулать. «Казан» çемье центрӗ умӗнче А.Сладковский ертсе пыракан патшалăх симфони оркестрӗ «Хусан кӗркунни» фестиваль йӗркелет. Çакăнта паллă опера юрăçисене – Игорь Головатенкопа Альбина Шагимуратовăна итлеме май пулӗ. Кремль çумӗнчи Казанка çыранӗ хӗрринче Сергей Безруков­па Валерий Сюткин концерт парасси паллă. Хусан Кремлӗнче вара TAT CULT FEST фестиваль пулать.   

 

Ирина ГОРДЕЕВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев