Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республика Патшалăх Канашӗн VI пухăвӗн вăтăр иккӗмӗш ларăвӗ июнӗн 15-мӗшӗнче иртмелле

Унта депутатсем наркотик туса сутнишӗн, туянса упранишӗн тата самогон юхтарса сутнăшăн тыттаракан явапа федераллă законра çирӗплетме ыйтса Патшалăх Думине тухасшăн. Раççей Уголовнăй кодексӗн 64-мӗш статйине улшăнусем кӗртесси Рустам Миннихановăн хушăвӗпе пурнăçланать.  

«Пирӗн шутпа наркобизнеспа кӗрешес ыйтура çитменлӗхсем пур. Наркотиксене туса хатӗрлекенсемпе, наркотиксене салатакансене, самогон туса сутакансене тыттаракан яваплăха çирӗплетме сӗнетпӗр. Пирӗн пата суйлакансем çак ыйтуса пӗрре мар тухрӗç», – тенӗ ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин.

Унсăр пуçне Патшалăх Канашӗн ТР Президенчӗ сӗннӗ Олег Коробченко кандидатруине Премьер-министрӗн çумӗ – промышленноçпа суту-илӳ министрӗн должноçӗнче çирӗплетмелле тата ăна ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсен ретӗнчен кăлармалла.

Çавăн пекех парламент Тутарстанпа Чăваш Ен хушшинчи чикӗсене палăртасси çинчен калакан Килӗшӗве ратификацилемелле. Çак килӗшӳсем вӗсене икӗ регионăн Патшалăх Канашӗсем ырласан çеç вăя кӗреççӗ. 

Пурӗ депутатсем 32 ыйтăва пăхса тухӗç. Журналистсен тимлӗхне ТР Шут палатин 2021 çулхи ӗçӗ-хӗлне пăхса тухни те лекӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев