Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республика Уявӗнче миçе çын пулни çинчен

Cиктӗрме-Хусанкай ялӗнчи Петӗр Хусанкай ячӗллӗ музейӗн директорӗ Олег Мурзин сăнанă тăрăх, ялти культура çурчӗ умӗнчен Уяв лапамӗ енне ирхине 9-та кашни вунă çеккунтра пӗр машина кайнă.

Уяв лайăх иртсе кайрӗ. Çанталăкӗ аван тăчӗ: хӗвел те хӗрхенчӗ чăвашсене, çумăр та. Хăнасем килӗсене кăмăллă таврăнчӗç. «Хузангаевский» хуçалăхра ӗçлекенсем те, Элкел районӗн бюджетникӗсем те, республикăри культура учрежденийӗсем те, ТР ЧНКА пайташӗсем те, Шупашкарти ЧНК хастарӗсем те, Шалти ӗçсен министерствин ӗçченӗсем те хăйсен тивӗçӗсене лайăх пурнăçларӗç. Çын та сахал марччӗ. Пӗр вăхăтра пысăк лапамра 7-8 пин çын та пуррине сăнама пулатчӗ. Анчах та Уяв лапамне тӗрлӗ çӗртен кӗрсе тухма пулнипе пурне те шута илсе те пӗтерме çукчӗ. Çӗнтерӗвӗн ашшӗсем нумай, ку чух кăшт ӳстерсе каласси те кӗрет журналистсен пуплевне. Уяв вӗçленсен массăллă хыпар хатӗрӗсем пӗр-пӗринпе ăмăртса Сиктӗрмене мӗн чухлӗ çын килни çинчен пӗлтерме тытăнчӗç.

Июлӗн 10-мӗшӗнчи хыпарсем тăрăх (уйрăммăн илсен, Чăваш наци телевиденийӗ) Сиктӗрмери Уявра 10 пине яхăн çын хутшăннине пӗлтӗмӗр. Диктор пире çапла каласа пӗлтерчӗ. Хусантисем вăл кун «Более десяти тысяч гостей собрал Уяв в Алькеевском районе» тесе хыпарларӗç. Июлӗн 11-мӗшӗнче РФ Патшалăх Думин депутачӗ Сергей Казанков хăйӗн телеграм-каналӗнче полицейскисен тӗрӗслев рамкисем витӗр Уява 14 900 çын иртни çинчен хыпарларӗ. Ун хыççăн хыпар хатӗрӗсем те кайрӗç. Каçалла Уяв хăнисен шучӗ 15 пин çын урлă каçрӗ.

Тӗрӗссипе каласан, çакна хирӗçлес те килмест.

Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктӗрмере 300 яхăн çын пурăнать, ятарласа килнӗ хăни-тăванӗсемпе пӗрле пӗр 500 çын пултăр. Элкел районӗн халăхӗ 18 пин ытла çын, чăвашсем 19 ытла процент. Ку вăл вăтамран илсен 3,5 пин çын, вăл шута сăпкари ачасемпе утайман карчăксем те кӗреççӗ. Чăваш Республикинчен Уява 58 фольклор ушкăнӗ килнӗ. Чăваш Патшалăх юрăпа ташă ансамблӗн тата чăваш эстрадин артисчӗсемпе пӗрле пурӗ 2 пине яхăн çын. Пирӗн республикăри фольклор ушкăнӗсемпе ятарласа чӗннӗ ансамбльсем – 1 пин çын. Раççейӗн ытти регионӗченчен 500 яхăн çын килчӗ пуль, Самарпа Ульяновск облаçӗсенчен уйрăмах нумайччӗ чăвашсем, çав шута курма килекенсене те пӗр 500 çын кӗртер. Хăнасем – Тутарстанпа Чăваш Ен районӗсен пуçлăхӗсем, министерствосемпе ведомствосен ертӳçисем, КПРФ партин делегацийӗ, ЧНК делегацийӗ, ТР ЧНКА хăнисем – шоферӗсемпе пӗрле 1000 çынран та иртет. «Хузангаевскийпа» «Звениговский» хуçалăхсен ӗçченӗсем – 3 000 çын ытла. Элкел районӗн вӗрентекенӗсемпе культура системинче ӗçлекенсем 1000 çынна çитеççӗ пулӗ. Йӗрке хуралçисем «Росгварди» салтакӗсемпе пӗрле, вăтамран илсен 200 çын ытла. Çыравçăсен делегацийӗсем - 55 çын. Тата ахаль курса çӳрекен туристсем 500 çын пулсан, пирӗн хисеп 15 пин çын патне çывхарать те.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев