Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республикăра 120 ытла цифрăллă мероприяти ирттерме палăртнă

Айрат Хайруллин Тутарстанри Цифровизаци çулталăкӗн тӗп пулăмӗсем çинчен каласа панă

«Кăçал Тутарстанра «МИР» платформăпа пӗрле эпир Тутарстан Республикин Картине хута яма палăртатпăр. Çулталăк вӗçленнӗ çӗре Тутарстанра пӗрремӗш электронлă паспортсем пама тытăнӗç», - тенӗ ТР Цифра министерствин пуçлăхӗ Айрат Хайруллин.

Унсăр пуçне çулталăк вӗçлениччен Тутарстанри мӗн пур социаллă пӗлтерӗшлӗ патшалăх услугисене электронлă формата куçарӗç. «Кăçал Тутарстан территорийӗнче кӳрӗнекен патшалăх тата муниципаллă услугăсем 100 проценчӗпех электронлă пулса тăмалла. Пӗлтӗр 125 услугăна электронлă турăмăр, кăçал 57 услугэна куçарса ӗлкӗртӗмӗр. Тата 149 юлчӗ», – тенӗ Хайруллин.

ТР Цифра министрествин пуçлăхӗ палăртнă тăрăх, кăçла республикăра пысăк хăвăртлăхлă интернета сарассине малалла тăсаççӗ, çавăн пекех университетсенче цифра кафедрисем, çавăн пекех университетри технологи предпринимательствин платформисем уçăлӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X