Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республикăра ăшă парас сезона пуçламалли ыйтăва Рустам Минниханов тимлесе тăрать

Вăл çынсем ыйтсан, çуртсемпе социаллă объектсене вăйлă сивӗсем пуçланичченех ăшă пама хушнă

Çакăн çинчен журналистсемпе брифингра тӗл пулнă вăхăтра ТР Президенчӗн пресс-службин ертӳçи Лилия Галимова пӗлтернӗ.

Республика лидерӗн пресс-секретарӗ пăлтернӗ тăрăх, Минниханов иртнӗ эрнерех профильлӗ министерствосемпе ведомствосене ăшăпа вăхăтлă тивӗçтерме хушнă.

«Президент вăйлă сивӗсем пуçланасса кӗтмесӗр пӳртсене хутма хушнă, мӗншӗн тесен çынсем кун çинчен ыйтаççӗ. Эпир çакна граждансем социаллă сетьсенче çырнă тăрăх пӗлетпӗр. Паянхи кунтан пурнан çуртсене ăшă пама тытăннă, эпир йăлтах вăхăтлă тата пăтăрмахсемсӗр пуласса шанса тăратпăр», – тесе пӗтӗмлетнӗ Лилия Галимова.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев