Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Республикăри чăвашсен «Уявне» анлăрах ирттерме тăрăшаççӗ

Тутарстанăн культура министрӗ Ирада Аюпова 2022 çулта Тутарстанра хăш-пӗр халăх уявӗсен вырăнӗсем улшăнасси çинчен брифингра пӗлтернӗ.

«Кăçал славян культурин «Иван Купала» уявӗ Ешӗлвара куçать, унăн масштабӗ те улшăнӗ. Çавăн пекех чăваш культурин «Уявӗ» те Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче иртӗ», - тесе пӗлтернӗ вăл.

Министр аса илтернӗ тăрăх, 2022 çулта Раççейре Халăхсен культура еткерлӗхӗн çулталăкӗ пырать. Тутарстанра 170 ытла халăх представителӗ пурăнать. Çавăнпа та материаллă мар культура еткерлӗхӗн теми уйрăмах актуаллă. Аюпова сăмахӗсемпе, материаллă мар культура еткерлӗхне йӗркелесе пыракан закона федераллă шайра пăхса тухма шăпах Тутарстан Республики пуçарнă.

Министр хушăвне пурнăçласа паян Культура министерствин Ресурс центрӗнче Сиктӗрмери «Уява» хатӗрлесси пирки канашлу иртрӗ. Унта Элкел районӗнчи Культура управленийӗн представителӗсем, ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн çумӗсем, Чăваш наци конгресӗн Президиумӗн пайташӗсем, «Хузангаевское» тулли мар яваплăхлă пӗрлешӳ ӗçченсем хутшăнчӗç. Канашлура «Уявра» регионсенчи тата Тутарстанри пултарулăх ушкăнӗсем мӗнлерех майпа хутшăнассине сӳтсе яврӗç. Фольклор ушкăнӗсенчен заявкăсене июнь уйăхӗн 25-мӗшчен йышăнаççӗ. Положенипе ак çакăнта паллашма пулать:

http://chv.addnt.ru/startoval-priyom-zayavok-k-uchastiyu-v-re

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев